Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне пулсан, укçа пулать

03 ноября 2016 г.

Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятин фермине выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнăран кĕрсе тухма яланах кăмăллă. Хальхи вăхăтра кунта 697 пуç ĕне-выльăх тытаççĕ, унтан сăваканни _ 304. Çакна та палăртса хăварас килет: çулталăк пуçламăшĕнче 275 ĕне пулнă. Ăратлăхпа ĕçленĕ май хуçалăхри пăрусенех ỹстерсе кĕтĕве çĕнетсе тата пысăклатса пыраççĕ. Çитес çулсенчех 400-е çитерме тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлама вара кунта условисем те, майĕсем те пур.

Выльăх усраканăн тути çуллă, теççĕ. Çапли çаплах, анчах продукци илес тесен чылай тар тăкмалла. Хуçалăхра ĕнесене симĕс курăк çине кăларсанах юсав ĕçĕсене тытăнаççĕ. Кăçал та çаплах тунă. Тăватă витери шыв пăрăхĕсене, урай хăмисене улăштарнă.

Ĕнесем тата пушмак пăрусем тăракан картасене тимĕр юпасем лартсах çĕнетнĕ. Силос шăтăкĕсене бетонпа сарнă. Симĕс шăрчăк савăннă вăхăтра тăрăшса вăй хунăран, халь витесенче ăшă, хăтлă. _ Ĕнесем шыв ĕçекен валашкасене те улăштарса пысăкраххисене лартрăмăр. Çакăн хыççăн талăкри сăвăм палăрмаллах ỹсрĕ. Апат те çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшрăмăр _ пĕр выльăх пуçне 30 центнер апат единици тивет, _ тет Ю. Чернов тĕп зоотехник. Чĕлхесĕр янаварсене хĕл каçарма 280 тонна утă, сенаж _ 2250 тонна, куккурусран силос 1950 тонна, тырă 600 тонна янтăланă. Апат рационне пуянлатма жом, патока туянаççĕ. Халь пĕр ĕнене вăтамран куллен 4 килограмм çăнăх, 7-8 килограмм сăра юлашки (пивная дробина), 15 килограмм сенаж, 20 килограмм силос параççĕ. Пĕр ĕне вăтамран 15 килограмм сĕт антарать. В

ыльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илес тесех "Красное знамя" кооперативра районта пĕр вăхăт манăçа кăларнă культурăна _ куккуруса _ акма пуçларĕç. Ăна силос валли тата вăрлăхĕшĕн иккĕмĕш çул çитĕнтереççĕ. Шăпах çак тутлăхлă культура çăнăхĕ выльăхсен ỹт хушассине те, сĕт парассине те лайăхлатать иккен.

Ăратлăхпа ĕçлекен ферма пулнăран хуçалăхра ĕнесене искусствăлла майпа Германинче тата Америкăра хатĕрленĕ вăрлăхсемпе кăна йăхтараççĕ. Пăрусем çут тĕнчене пĕ- чĕкрех килсен те лайăх çитĕннине палăртрĕç ферма ĕçченĕсем. Выльăх сывлăхне çирĕплетес, чир-чĕр ересрен сыхланас тесе профилактика мероприятийĕсене те вăхăтра ирттереççĕ. Çакă та Сăкăтсене лейкозран тасалма пулăшнă.

_ Чылай хуçалăхра кадрсем çитменнипе нушаланаççĕ. Пирĕн ку енчен йывăрлăхсем çук. Паяна 30-ăн килĕштерсе вăй хуратпăр. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ 40-рен аслă мар. Çамрăксем нумай пулни савăнтарать. Фермăри пĕтĕм ĕçе кунта вăй хуракансемпе пурнăçлатпăр, _ тет Ю. Чернов.

"Красное знамя" ял хуçалăх предприятине çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине тачă çыхăнтарса аталантарса пыни ỹсĕм çулĕпе утма, районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пыма пулăшать те ĕнтĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Цифрăсемпе фактсем

Районĕпе 18 пин ытла ĕне-выльăх, унтан ял хуçалăх предприятийĕсенче _ 3447.

Ял хуçалăх предприятийĕсем 1577 ĕне усраççĕ.

Талăкра вăтамран 12,9 килограмм сĕт сăваççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 19 пин ытла сысна, "Юрма" агрохолдингра 12 пин пуç ытла усраççĕ.

Лаша 1746 пуç шута илнĕ.

Предпринимательсем халăхран сĕт 17-22 тенкĕпе пухаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика