Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика шайенче сентерне

21 октября 2016 г.

"Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кỹрет", _ тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Çакăнпа пĕтĕмпех килĕшетĕп эпĕ. Хам та спортпа туслă пулнăран калатăп çакна. Ĕлĕкрех Патăрьелĕнчи Ф. Моисеевсемпе пĕрле штанга йăтассипе чылай ăмăртнă. Халĕ шашка-шахмат вăййисем илĕртеççĕ. 75 çул тултаратăп. Çакнашкал сывлăх пурришĕн те савăнатăп",_ тет Сăкăтри Ф. Ларионов ĕç ветеранĕ.

Районти пĕр шашка-шахмат ăмăртăвĕнчен те юлмасть сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ватă. Кашнийĕнче тенĕ пекех çĕнтерỹçĕсен шутĕнче Федор Петрович. Кăмăллать вăл сĕтел хушшинчи ăс-тăн тупăшăвне. Хăйĕн конкуренчĕсене витĕр пĕлет. Çамрăксене "парăнтарайманнишĕн" кулянмасть. Патăрьелĕнчи Н. Федоровпа танлашайманнине те пĕлет. Тикешри В. Антоновпа, Патăрьелĕнчи В. Шадиряковпа, Еншикри Н. Паймуллинпа тата ыттисемпе сехечĕ-сехечĕпе выляма та хатĕр. Пурин ăсталăхĕ те пĕрешкелрех тесе те хак пама пулать.

Ку хутĕнче чунĕпе спорта парăннă шашист каллех черетлĕ ăмăртуран таврăнчĕ. Районта куç курманнисем хушшинче ирттернĕ тупăшура пĕрремĕш вырăна тухнă Ф. Ларионов. Çĕнтерỹçĕн район чысне ун тулашĕнче хỹтĕлеме тивĕçнĕ.

_ Федор Петрович республикăри тупăшуран иккĕмĕш çул ĕнтĕ малти вырăнпа таврăнчĕ. Ун аллинче каллех республикăри физкультурăпа спорт министрĕ С. Шелтуков алă пуснă диплом тата парнеленĕ медаль,_ паллаштарать пире районти куç курманнисен обществин секретарĕ Л. Макарова. _ Пĕр мероприятинчен те айккине юлмасть ватă. Вĕсене кирек хăçан та хавхаланса хутшăнать, ыттисене явăçтарать. Вăл вырăнти куç курманнисен обществăн бюро членĕ, спортпа сывлăха çирĕплетекен комисси председателĕ.

_ Çĕнтерỹ çăмăлпа килмест. Республикăри кашни районтан, хуларан хутшăнчĕç ăстасем ăмăртăва. Пĕринчен тепри маçтăр выляççĕ. Çавах пилĕк тура та выляса илме пултартăм,_ хăпартланса каласа парать спорт ветеранĕ.

Аслăрах çынсем хушшинче спортăн кирек хăш енĕпе те çакнашкал фанатсем пур. Вĕсем унта хăйсенчен кĕçĕннисене, çамрăкраххисене явăçтараççĕ. Федор Петрович та касра, ялта хăйпе пĕр сĕтел хушшине ларса шашкăлла вылякана яланах тупма пултарать. Çавăнпа çĕнтерỹçĕсен хушшинче вăл тăтăшах.

А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика