23 августа 2016 г.
Ир пулать те каç çитет. Кун каçнине сисме те çук. Ирпе 4 сехетре ыйхăран вăранаççĕ те кăштăр-кăштăр ĕçе пикенеççĕ. Графикпа çырса хунă тейĕн: ĕнисене сумалла, пăрăвĕсене пăхмалла, чăххи-чĕппине (килте инкубаторпа кăларнăран йышлă, кăркка таранчченех пур), сыснисене апатлантармалла тата ытти те. Пĕрремĕш "сменăна" вĕçленĕ хыççăн кооператива тухса утмалла. Хăнăхнă çакна Сăкăтри Кузьминсем. Миçе çул утаççĕ тетĕр-и "Красное знамя" кооператив фермине? Елена Степановна _ 45, Николай Васильевич _ 25 çул ытла. Чăтăмлăхĕ çитет вĕсен. 60 çул тултарать пулин те мăшăр чунĕпе çамрăк. Сăн-питрен те вĕсене çиччĕмĕш теçеткене ваклама хатĕрленеççĕ теме çук.
Ача чухне те "сăпкара" çеç сикмен Кузьминсем. Куршанакĕ ир çыпăçнă вĕсен çумне. Елена Степановнасем ултă пĕртăван çитĕннĕ. Ашшĕ чире пула ир çĕре кĕнĕрен хĕрĕ 8 класс хыççăнах ферма çулне такăрлатма пуçланă.
_ 14 ĕне çирĕплетсе пачĕç мана. Сума та сăваяттăмччĕ, сĕтпе тулнă флягăна ниепле те çурăм çине çавăрса хурса йăтаймастăмччĕ. Куççỹле çын ан куртăр тесе вăрттăн шăлаттăмччĕ. Çакна пĕрле ĕçлекен тантăшсем сисрĕç. Малтан тулли флягăна тенкел çине лартма, унтан йăтма хăнăхтарчĕç. Хам та çав флягăран çỹллĕ пулман та ĕнтĕ,_ аса илет иртнине Елена Степановна.
Пăрчăкан пек чĕрĕскерĕн вăр-варлăхĕ паян та çителĕклех. Пĕр самант та алă усса лармасть вăл. Ачисем валли мĕн чухлĕ алса-нуски çыхмасть-ши хĕл каçа! Пуç айне хумалли минтер пичĕсене те пĕринчен теприне хитререх те илĕртỹллĕрех кăларать. Юрра-ташша та маçтăр.
_ Ялти культура çурчĕ çумĕнче "Манăн килес" ушкăн йĕркеленĕ. Çавăнта çỹретĕп. Ушкăнпа Элĕке, Анат Туçана, Красномайскине, Алманчăна, Карапай Шăмăрша... çитнĕччĕ. Халĕ Шупашкара кайма хатĕрленетпĕр. Унти артистсене курса йăлăхнă пулĕ чăвашсем. Пире йыхрав янă, _ шỹтлерех калаçăва малалла тăсать Кивĕ Ахпỹрт йăхĕнчен тухнă Е. Кузьмина. Ашшĕ çак ялтан унăн. Медведевсен. Çуртра пĕртăван икĕ ывăл пулнă. Тĕпе Толя юлнă. Степан вара çемйипе Сăкăта анийĕш патне пурăнма куçнă.
_ Ачалăхăм хамăн та Кивĕ Ахпỹртре иртнĕ. Пĕр касри Каргинсен, Федоровсен, Салминсен... ачисемпе выляни асăмран тухмасть-ха. Вăййа тухатчĕç ун чухне Федоровсен умне. Амăшĕн икĕ аркăллă кĕпине тăхăнса аслăрах юлташĕсемпе пĕр шайра пулас тесе сахал мар тăрăшнă хĕр. Шăнкăрав евĕр сасси те çакăнтах уçăлнă-тăр. Паян Елена Степановна Е. Иовлева репертуарĕнчи юрăсене шăрантарать. Нртинсем (Людăпа Славик), Ивановсем (Любăпа Борис), Калькинсем (Ленăпа Толик) мăшăрĕсемпех çỹреççĕ.
_ Хĕл каçĕсем вăрăм. Кăçалтан фермăна утма пăрахасшăн. Юрă _ чун уççи. Çỹретĕрех концертран концерта,_ тет Николай Васильевич.
Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма хăнăхнине çирĕплетет çакă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та 5 çул ĕçе утнă Елена Степановна. Халĕ ачисем ỹссе çитĕннĕ, пурте хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Андрейпа Саша Мускавра ĕçлеççĕ. Надя, тивĕçлĕ пĕлỹ илсе Еншике качча тухнăскер, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче вăй хурать. Аслашшĕпе асламăшĕ тата кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче 8 мăнук чупни хăй мĕне тăрать. Анчах чĕрçисем çине илсе сиктерсе ларма вăхăчĕ хĕсĕкрех вĕсен. Хăйсен ачисем çакнашкал паттăр та харсăр ỹснинчен те тĕлĕнеççĕ.
_ Ирпе ирех тăраттăмăр та вĕсене тумлантарса, сумккисене çурăм хыçне çактарса урамри пĕрене çине утиял сарса лартса хă- вараттăмăр. Кỹршĕ-аршă ачисем шкула кайма тухсан вăратса илсе кайнă ĕнтĕ, _ теççĕ Кузьминсем. Тăххăрăн пĕртăван çитĕннĕ Николай Васильевичсем. Аслă ывăлĕ пулсан та ăна тĕпе хăварнă. Ашшĕпе амăшĕ йăмăкĕ-шăллĕпе урăх çĕре çурт лартнă. Çавăнпа ачисен аслашшĕ-асламăшĕсĕр ỹсме тивнĕ. Асламăшĕ хăй те колхозра дояркăра ĕçленĕ. Кольăн выльăх-чĕрлĕхе юратасси амăшĕнченех куçнă. Мăшăрĕ ферма сукмакне такăрлатни те унпа пĕрле ĕçе явăçма хистенĕ-тĕр. Кĕрлĕ-çурлă каçсенче ирпе ĕçе утма та, каçпа киле таврăнма та тĕттĕм. Йыт-качка çулăхасран та хăрамалла. Иккĕн-иккĕнех.
Паян мăшăр фермăра 20 кунран иртнĕ 139 пăру пăхать. Выльăхсене 5 уйăха çитериччен аталантараççĕ.
_ Амăшĕ çумĕнчен уйăрнисене çиме хăнăхтарма питех те кансĕр. Витререн сĕт ĕçме пĕлмеççĕ. Кункăра çỹллĕш те ỹсеймен-ха вĕсем. Чирлесси те пулать. Пĕчĕк ача евĕр пăхмалла малтанласа,_ тет Елена Степановна. Сĕтрен уйăрса пынисене çăнăх, утă çитерме хăнăхтараççĕ. Витаминсем параççĕ. Кĕрсе ỹксе çийиччен нушаланмалăх пурах. Çавăншăн ĕçе тивĕçлипе хаклани савăнтарать пăру пăхакансене. Ял хуçалăх ĕçченĕсене чыслакан уявсенче парнесĕр юлмаççĕ Кузьминсем. Елена Степановнăна 2005 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" ят парса чыс тунă. Хисеп хучĕсемпе парнисем шутсăрах вĕсен. Тăрăшуллă ĕçченсене кооператив администрацийĕ пĕрер тонна тỹлевсĕр тырă парса савăнтарать. Тава тивĕçлĕ ята тивĕçнĕрен тата 2 центнер илет. Ĕçшĕн тухакан тырри те сахал мар. Çавăнпа ирĕккĕнех усраççĕ килĕнче те выльăх-чĕрлĕхне Кузьминсем. Вырăнĕ ытармалла мар вĕсен. Çурт хыçĕнчи пахча çумĕнче- çерем. Унта ĕнисене кăкаркăçра тытаççĕ. Шурлăхлăрах пулни çеç пăшăрхантарать _ 170 метр пахча карти тытмалла. Юписем вылянма пăхаççĕ.
Капмар çуртра пурăнаççĕ вĕсем. Залĕ, апатланмалли, çывăрмалли пỹлĕмĕсем ирĕк те çутă. Юбилее те килтех кĕрлеттересшĕн. Тус-тăвана, ял-йыша кĕрекене пухса савăнма сăлтавĕ пысăк. Сывлăхĕ çеç пултăр мăшăрăн.
А. Астраханцева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)