Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара ĕçпе ырсан та алă, Уявра çын савăнать чунтан

21 июня 2016 г.

Çуралнă ял кашни çыншăн хаклă. Çавăнпа çулленхи уява та йышлăн пуçтарăнаççĕ Çĕнĕ Ахпỹртре. Çанталăкĕ уяр та илĕртỹллĕ пулчĕ. Ватти-вĕтти килте лармастех.

Ирпе ирех культурăпа кану паркĕнче хаваслă музыка кĕрлерĕ. Пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов саламларĕ. Предприятисемпе организацисен ертỹçисем _ В. Иракин, А. Иракин, Л. Краснова, В. Фомина, А. Савдеров, Ю. Кротов, А. Исаев тата ыттисем те _ уяв савăк пултăр тесе тăрăшнă.

Кивĕ Катекри культура çурчĕ çумĕнчи "Самана" ансамбль савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Концерта пуянлатма чăваш эстрада çăлтăрĕсем те хутшăнчĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем те йышлă пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсем чыса тивĕçрĕç.

х х х

Пăлапуç Нурăсĕнче ял уявĕ умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк уçрĕç.

"Ангелочки" ачасен вокал ушкăнĕ концерт лартрĕ. "Виктория" ташă ушкăнĕ те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Малалла ял уявне тăснă май район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов ял тăрăхĕ пушар хăрушсăрлăхне пăхăнакан конкурсра виççĕмĕш степеньлĕ диплома тата вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн ял тăрăхĕн пуçлăхне Л. Юркинăна Чăваш Республикинчи муниципал пĕрлешĕвĕсен Канашĕн грамотине тивĕçнĕ ятпа саламларĕ.

Уявра Шулаевсен çемйи культура çуртне микрофон парнелерĕ.

х х х

Йăлана кĕнĕ Патăрьел ял уявĕ кăçалхипе 16-мĕш хутчен пулчĕ. Ăна Ĕç çынни тата Кино çулталăкне халалларĕç. Уяв ячĕпе малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев саламларĕ. Район администраци ертỹçи Р. Селиванов ака-суха ĕçĕсенче тăрăшса вăй хунă хыççăн канма кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Ăсталăх çурчĕн тата ытти пултарулăх ушкăнĕсем, эстрада çăлтăрĕсем юрра-ташша чĕнчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе, волейболла выляса, çемье эстафетине тăрса, алă вăй виçсе, кире пуканĕ йăтса тата ытти енсемпе ăмăртрĕç. Комаров урамĕнче пурăнакансем волейболпа çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Л. Билалова, Л. Абейдуллов, И. Сафьянов, О. Григорьева, Соловьевсен çемйи тĕрлĕ вăйăра çĕнтерчĕç. Л. Шакуров кĕрешсе такана тивĕçрĕ. Ленин урамĕ спартакиадăра çĕнтерсе така илчĕ. Ача-пăча та уявра кăмăл туличченех ярăнчĕ.

х х х

Анат Туçасем "Çимĕк каçĕн" уявне ялти шкул-сад стадионне пухăнаççĕ. Хальхинче те ăна йĕркелекенсем çамрăксем пулчĕç.

Пухăннисене малтанах район администрацин ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, "Звезда" ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертỹçи А. Торговцев, район Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин, Туçа ял тăрăхĕн депутачĕ С. Сурков саламларĕç.

Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хушшинче Р. Перепелкин юрланине итлеме кăмăллă пулчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ фейерверксенчен янă салют каç тĕттĕмĕнче яла илемлĕн çутатрĕ. Çамрăксен ташă каçĕ чылая тăсăлчĕ.

А. ИВАНОВА.

х х х

Турхансем "Кивçурт" уçланкăна кăçал 29-мĕш хут ака-суха хыççăнхи ял уявне паллă тума пуçтарăнчĕç. Ваттисен йăли-йĕркипе хисеплĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ĕç çынни тата Кино çулталăкне халалланă ял уявне пуçтарăннă ентешсене чăн малтанах ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов, район Пухăвĕн депутачĕ С. Манзуркин, ял тăрăх кураторĕ Турханкасси лесничийĕ Н. Янтыков, "Хастар" кооператив ертỹçи В. Косойкин, Турханти психоневрологи интерначĕн директор çумĕ Г. Салмин саламларĕç, пултаруллă та матур çĕр ĕçченĕсене тав турĕç. Хăйсен ĕçри хастарлăхĕпе палăрнă çĕр ĕçченĕсене яланхиллех кашнине ятран асăнчĕç, парнесем парса чыс турĕç. Ака пăтти çинĕ хыççăн йĕркелекен йăлана кĕнĕ уява Патăрьелĕнчи А. Шакин ертсе пыракан юрăпа ташă ансамблĕ тата Вероника Арланова, Юрий Езюков, Валерий Фролов районти сцена ăстисем, ытти юрăçсем илем кỹчĕç.

Ял уявĕнчех тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене те пăхса киленме кăмăллă пулчĕ. Чи кăсăкли _ помост çине такашăн кĕрешĕве тухнисем. Хальхинче унăн хуçи _ Петр Куприянов.

х х х

Сăкăт ялĕнчи шкул стадионĕ çак кунхине нихçанхинчен те капăр туйăнчĕ. Çур акине хастар хутшăннă хуçалăх ĕçченĕсене уяв ячĕпе хатĕрленĕ çĕнĕ сцена çине тухса Хисеп хучĕпе парнесем илме тата та чыслăрах, хисеплĕрех пулчĕ. Уява ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов уçрĕ, ял халăхне çурхи ака-суха ĕçĕнче кар тăрса тăрăшнăшăн тав турĕ. Ял тăрăх кураторĕ, районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н. Андреева та хăйĕн сăмахĕнче Сăкăтсен ĕçченлĕхĕпе харсăрлăхне палăртрĕ.

Уява хапăл тунисене Н. Медведев, Н. Глухов, Ю. Чернов, Н. Тинюков, П. Никифоров чун-чĕререн саламларĕç. Сăкăт халăх хорĕ яланхиллех ентешсене çĕнĕ юрăсем парнелерĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика