Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Масарта та тирпей кирлĕ

24 мая 2016 г.

Çывăх çыннăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна пăхса тăрасси, вăхăтран-вăхăта тасатса тирпейлесси çĕр çинче паян пурăнакан кашни çын тивĕçĕ. Çакна асра тытса çанталăк ăшăтсан чылай ялта масарсенче ятарласа субботниксем ирттереççĕ. Хĕл каçа йăваннă йывăçсене касса тирпейлеççĕ, кивелнĕ чечек кăшăлĕсене илсе тухаççĕ. Сăкăтра пурăнакансем те çак кунсенче çăва патне пыракан çула çĕнетме пуçăннă.

_ Кĕрлĕ-çурлă кунта яланах пылчăк çăрăлнипе нушаланаттăмăр. Кăçал районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене ялти ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен укçа уйăрса пачĕç. Пире 50 пин тенкĕ тивĕçрĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕпе тата ытти депутатсемпе канашланă хыççăн укçапа масар патне пыракан çула хăпартма тата вак чулпа сарма шут тытрăмăр, _ тесе пĕлтерчĕ районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. Чернов.

"Красное знамя" ял хуçалăх предприятинче вăй хуракансем çак çăмăл мар ĕçе пикеннĕ. Кивĕ тата çĕнĕ масара уйăрса тăракан çырма урлă бетон плитасемпе кĕпер хывма (ỹкерчĕкре) Д. Лукьянов хăйĕн машинипе пулăшать.

Тутар Сăкăтĕнче те масара пăхсах тăраççĕ. Киввинче йывăçсем кашласа лараççĕ пулсан, çĕннинче чечексем çеç ỹстерме палăртаççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх те пур _ ял тăрăх депутачĕ И. Файзуллин ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тăванăмăрсене сума суса хăй вăйĕпе кăçал эрешлĕ тимĕр хапха туса лартнă (ỹкерчĕкре). Халĕ кунта кĕрсе тухма кăмăллă. Çакăнтах тата тепĕр ырă пулăм та пур. Ĕмĕрлĕх тĕнчене куçакансемпе çулла та, хĕлле те сыв пуллашма тивет. Турă кама мĕнле çырнă. Çанталăк ăшă чухне çĕре чавма аван-ха, анчах сивĕ чухне арçынсен шăн тăпрана лумпа тата ытти çивĕч япалапа чылай таккама тивет. Çакăн пек ан пултăр тесе Тутар Сăкăтсем çулленех хĕл ларас умĕн КамАЗпах йывăç кĕрпине турттарса килсе тăкаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика