Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр нỹрлĕ чухне аксан аванрах

22 апреля 2016 г.

 Çуркунне çитсен сывлăш та тасарах, уçăрах. Çĕр-аннемĕр те шăнран тасалнипе хĕпĕртенĕн туйăнать. Тин çеç пиçсе çитнĕ мамăк пек кăпăшка тăпрана вăрлăх хурăннăран чунра савăнăç çуралать.

"Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕн 6-мĕш хирĕ сăртарах вырнаçнăран ыттисенчен маларах типет. Çавна май çулленех тракторсем чи малтан кунта ĕçе пикенеççĕ. Планпа килĕшỹллĕн тата пусă çаврăнăшне пăхăнса кăçал урпа акма палăртнă. 270 гектар йышăнакан культурăна 20 гектара яхăн никĕ-се хывнă та ĕнтĕ.

_ Çĕр пиçсе пынăçем хирсене сỹрелетпĕр, культиваци тăватпăр. Кĕркунне тухăç илес тесен халь кашни сехетпе туллин усă курмалла. Кăçал пирĕн 230 гектар тулă, сĕлĕ _ 83, вика _ 20, вăрлăх валли куккурус _ 100, силос хатĕрлеме 110 гектар куккурус акмалла, 230 гектар çĕр улми лартмалла. Сухан вăрлăхне 20 гектар никĕсе хыврăмăр ĕнтĕ. Яваплă тапхăра МТЗ-1221 маркăллă трактор _ 4, Т-150 _ 2, ДТ-75 _ 1, 8 "Беларусь" хутшăнмалла. Пурте юсавлă, халь хирте ĕçлеççĕ. Механизаторсем те çителĕклĕ. Акана хутшăнакансене кунне иккĕ _ кăнтăрла тата каçхи 5 сехетре _ апат çитереççĕ, _ терĕ В. Красников агроном уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă май.

Сăкăтсем çур акине тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Чĕмпĕртен туллăн "симбирцид" сортне, урпанне _ "эльф", çĕр улминне _ "невский", "аврора" сорчĕсене туяннă. Вĕсем пурте суперэлита. Вăрлăхсене пурне те имçамласа никĕсе хываççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене пĕр гектар пуçне пĕр центнер минераллă удобрени сапаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ турттарса килнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика