Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл _ хăй сăмахĕн ялавçи

08 апреля 2016 г.

Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) 1936 çулхи акан 10-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнче çуралнă. Малтанах ялти тата Патăрьелĕнчи шкулсенче, унтан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Ентешĕмĕр республикăри краеведени музейĕнче, Шупашкарти улттăмĕш вăтам шкулта, Чăваш кĕнеке издательствин, "Вучах" хаçат редакторĕнче ĕçленĕ.

Михаил Николаевич хăйĕн творчество çул-йĕрне сăвăсемпе юптарусенчен пуçланă. Унăн хайлавĕсем хăй вăхăтĕнче "Авангард" хаçатра та сахал мар пичетленнĕ.

"Эп _ хам сăмахăн ялавçи,

Эп чăнлăхшăн çула тухатăп.

Пĕр чăнлăх çеç телей арчи,

Ăна эп пурпĕрех тупатăп",_ тенĕ Юхма Мишши хăйĕн пĕр сăввинче. Чăнах та, автор хăй калашне, "çула тухса" нумай романсемпе повеçсем, калав- семпе сăвăсем калăпланă. Вăл мĕн ачаран, ялтан яла çỹресе, ватă çынсемпе калаçса хамăр халăх историне тĕпченĕ. Çакă ăна пултарулăх ĕçĕнче питĕ кирлĕ пулнă.

Кам пĕлмест пулĕ унăн "Мус кав çулĕ", "Кăвак çĕмрен", "Кункăш _ вилĕмсĕр кайăк", "Еткер", "Термен", "Анне çăкăрĕ", "Атте пахчи"... романĕсене, вуншар повеçĕсемпе калавĕсене? Унăн сăввисемпе калăп- ланă юрăсене те чăваш халăхĕ савăнса шăрантарать.

Кашни писатель пурнăçĕ _ шырав, тĕпчев... Юхма Мишши вара историллĕ темăна ытларах кăмăллать. Ку темăпа ĕçлекенсен ĕçĕ вара йывăртарах. Мĕншĕн тесен авалхи çинчен çырнă чухне писателĕн калама çук пысăк тĕпчев ĕçĕ туса ирттермелле. Тахçан пулса иртнĕ пулăма хăйĕн геройĕсен куçĕпе курса ăнланмалла. Çавăнпа унăн романĕсенчи авалхи çынсем вулакана питĕ çывăх.

Михаил Николаевич произведенийĕсем тĕнчери 100 ытла чĕлхепе пичетленнĕ. Унăн ĕçĕсем Ази, Европа, Африка çĕршывĕсенчи вĕрентỹ программине кĕнĕ. Спектаклĕсене те тĕрлĕ театрта лартаççĕ.

Юхма Мишши _ Чăваш халăх писателĕ. Пĕтĕм тĕнчери Информатика академийĕн академикĕ, Раççейĕн А. Фадеев, чăвашсен И. Яковлев, çамрăксен А. Канашĕн, вырăссен М. Шагинян ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Раççей, Чăваш, Тутар, Марий Эл, Удмурт Республикисен культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чылай кĕнеке авторĕ. Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Михаил Николаевич "За заслуги перед Чувашской Республикой" медале те тивĕçнĕ. М. Ильин паянхи кун Шупашкарта пурăнать.

Эпир Юхма Мишшипе тивĕçлипех мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Ăна пурнăçра тулли телей, çирĕп сывлăх, творчествăра ăнăçу сунатпăр.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика