22 марта 2016 г.
Сăкăтри ача садĕнчи "Кроха" ушкăнра "Атте, анне тата эпĕ" вăйă иртрĕ. Ăмăртăва килнĕ кашни ашшĕ-амăшĕн тĕллевĕ çĕнтересси мар, хăйĕн тĕпренчĕкĕн çитĕнĕвĕпе киленесси пулчĕ. Çавăнпа асли те, вĕтти те вăййа кăмăлтан хутшăнчĕ. Ашшĕсем тем те тума пултарнине çирĕплетрĕç. Амăшĕсем воспитани ĕçне кăмăлтан хутшăннине палăртрĕç. "Парикмахер" конкурсра В. Анюров тата А. Кудряшов палăрчĕç. Хĕрĕсен çỹçĕсене илемлĕ тирпейлеме пултарчĕç вĕсем. Т. Муллина, М. Мышков, Э. Петрухин, Е. Кушникова çăмăл атлетикăра та, алă вăйĕпе çĕкленессинче те харсăр-мĕн. Кирек хăш конкурс та шăл çемми çеç иккен.
Е. ЧЕРНОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)