18 февраля 2016 г.
Февралĕн 16-мĕшĕнче Сăкăтри культура çуртĕнче Раççейре _ Кино, Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкне уçрĕç. Фойере йĕркеленĕ алă ăстисен выставки ял халăхĕ чăннипех те ĕçре пултаруллă пулнине çирĕплетет. Уява район администраци пуçлăхĕ Р. Се- ливанов, республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К. Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, пирĕн ентеш, "Чуваши с Сибирским характером" фильм сценарийĕн авторĕ тата продюссорĕ, культурологи докторĕ В. Васильев, режиссер, Чăваш наци конгресĕн пресс-сек-ретарĕ З. Яковлева, предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен ертỹçисем, ĕç династийĕсен представителĕсем, республика Пуçлăхĕн стипендиачĕсем хутшăнни те сумлă пулчĕ. Çавна май Рудольф Васильевич сăмах илсе Раççейри Кино çулталăкĕ районта тĕрлĕ мероприяти ирттернипе çеç историне кĕрсе ан юлтăр, унăн пĕлтерĕшĕ шăпах обществăлла пурнăçра тарăн йĕр хăварнипе палăрса тăтăр, Ĕç çынни çулталăкĕ вара тăрăшуллисенчен тăрăшуллисене малалла çĕкленме, вырăнти хăйтытăмлăхпа ĕç паракансен вăй-халне пĕрлештерсе социаллă статуса ỹстерме тата çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май патăр, терĕ.
Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан К. Яковлев вара çакнашкал анлă мероприяти район центрĕнче мар, шăпах яллă вырăнта иртни хăйех ял ĕçче- нĕпе, халăхпа тачă çыхăнура пулнине çирĕплетнине каларĕ.
Уява хутшăннисем район пурнăçĕпе çыхăннă фильмри кадрсене хавхаланса пăхрĕç. Çĕпĕр характерлă чăвашсем кунта та сахал мар пулни çирĕпленчех.
Тĕрлĕ сферăра тăрăшса вăй хуракансене дипломсемпе тата Хисеп грамотисемпе чысларĕç, 34 çамрăк вара Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнине çирĕплетекен сертификатсемлĕ пулчĕ.
Районти кинофикаци системинче Седойкинсем 100 çул ытла вăй хунă. Черновсем ял хуçалăхĕнче 129, Васильевсем _ 229, Алимовсем строительствăра 172, Ефимовсем _ 90, Фроловсем медицинăра 121, Махмутовсем педагогикăра _ 255, Карягинсем _ 562, Куцыпинсем _ 334, Матвеевсем 31 çул пĕрлехи ĕç стажĕ пуçтарнă.
Район халăхĕ ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та сатур. "Çăлкуç" (ертỹçи В. Верликов), "Пашьел ен" (Н. Гордеева) фольклор, Алманчăри хĕрарăмсен (С. Никитин) ансамблĕсем, Сăкăт халăх хорĕ (Н. Толстов), "Евгения" халăх (А. Михайлова), "Ника" (В. Арланова), "Арабеск" (Т. Толстова), "БИЛЯР" (Т. Торговцева) ташă ушкăнĕсем, районти культура центрĕнчи А. Пузырников, В. Арланова, Ю. Езюков, И. Егорова, М. Волкова юрăçсем тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ăстаçăсем Раççей кино пуянлăхне, халăх ĕçе юратнине концертра уççăн çутатрĕç. Çапла мар-и-ха? Район аталанса пыни те çавна çирĕплетет. Çĕнĕрен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисем уçăлаççĕ, çулсем хурăнаççĕ, вĕрентỹ тата сывлăх учрежденийĕсем хута каяççĕ тата ытти те. Уява Ф. Абитовпа О. Лаврентьева хатĕрленĕ район, ял халăх пурнăçне çутатса паракан электорнлă презентаци, слайд-шоусем тата та пуянлатрĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)