13 февраля 2016 г.
Сăкăтри культура çуртне шашка вăййине кăмăллакансем пухăнчĕç. Йăлана кĕнĕ турнира Н. Ларионов ячĕпе ирттерчĕç. Тупăшăва, паллах, чи ăстисем пуçтарăннă. "Паттăр" спорткомплекс ĕçченĕ Н. Паймуллин, Тăрăнти П. Кальметов, А. Салимгереевпа Р. Ягупов çулĕсемпе çамрăк мар ĕнтĕ. Çавах кашни ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Н. Паймуллин пĕр партине те выляса ямарĕ. 12 очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. П. Кальметов унран çур очкопа каярах юлчĕ. Ĕçчен те сăпайлăскер вăл. Нихăçан та чĕрре кĕмест. Паха енсем пуртанах ун патне хисеп те çуралать. Виççĕмĕш вырăна А. Салимгереев тухрĕ.
Турнир кăмăла кайрĕ. Культура çурчĕ, библиотека хăтлă пулни те чуна уçрĕ.
Ф. ФАЗУЛЛИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)