12 декабря 2015 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей финанс министерствипе тухăçлă хутшăнса ĕçленĕрен ĕнер, декабрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ене федераллă бюджетран 1 миллиарда яхăн укçа кĕнĕ!
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне уçнă май, Михаил Игнатьев Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕсене 2016 çул валли республика бюджетне йышăннăшăн тав тунинчен пуçланă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин тĕп финанс ĕç хутне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче иккĕмĕш вулавпа йышăнса хăварнă. "Нормативлă право ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем умне тĕллев лартатăп. Çитес çĕнĕ çулта пĕрремĕш ĕç кунĕнчен хамăр çине илнĕ пур ĕçе те саккунпа килĕшỹллĕн пуçламалла", _ тенĕ Михаил Игнатьев. 2015 çулта Раççей Финанс министерствипе тухăçлăн ĕçленине кура, укçа-тенкĕрен Чăваш Республики çителĕксĕрлĕхе туйманни куçкĕретех. "2016 çулта федераци бюджетĕнчен республика хыснине укçа куçарса пама йышăнăва çирĕплетнĕ. Регионти онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçне 363,517 млн куçарса парасси те паллă. Çитес çулта авăн уйăхĕнче хирурги корпусĕ хута каймалла, тавралăхра тирпей-илем хуçаланмалла", _ тесе палăртнă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сывлăх сыхлавĕпе Строительство министерствине тата хула администрацине строительство ĕçне çирĕп тĕрĕслевре тытма каланă. Кунсăр пуçне Федераци хыснинчен 155 млн вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерме куçĕ, республикăн агропромышленноç комплексне аталантарма 116,104 млн уйăрма палăртса хунă. "Çитес 2016 çул çăмăлах пулмĕ. Регионти предприятисем йывăрлăха туяççĕ. Бюджетран куçакан кашни пусĕ тухăçлăн, тĕллевлĕн усă курăнмалла", _ тесе çирĕппĕн асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев. Ларăва пухăннисем çул-йĕр, çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки те каланă. Эрех-сăра сутакан предпринимательсем пирки те калаçу çивĕч пулнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтусене те пăхса тухса, тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.
П. НИКИФОРОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи:
_ Респубикăн çитес çулхи бюджетне, ман шутпа, тĕнчери финанс лару-тăрăвне, çĕршыва хирĕçле йышăннă санкцисене тата хамăр вăй-хăвата тĕпе хурса калăпланă. Экономикăри пăтăрмахсене пăхмасăр Чăваш Енĕн финанс тĕп докуменчĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулни хавхалантарать. Май пур таран ăна пурнăçăн пур сферипе, çав шутрах ял хуçалăхĕпе те, шайлаштарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)