Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ такăр мар

18 ноября 2015 г.

Çĕр çинче миçе çын, çавăн чухлĕ шăпа. Пурнăçра хури те шурри те пайтах тĕл пулать. Кашниех хăйĕн кун çулне пархатарлă та туллин пурăнса ирттересшĕн. Çĕр çинче ытларах ырă йĕр хăварасшăн тăрăшать.

Чăваш хĕрарăмĕсем, хĕрĕсем, кинемейĕсем яланах матур та лара-тăра пĕлми, çемье тăнăçлăхĕшĕн, ĕçшĕн çуннă. Ольга (Чĕкеç аппа) Муратова та (ỹкерчĕкре) вĕсен йышĕнче.

90 çул каялла, чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Сăкăтри Ильяпа Куля (Акулина) Муратовсен çемйине пĕрремĕш çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Вăрăм та хулăн çỹçлĕ, кăвак куçлă ĕçчен çитĕннĕ Ольга. Ун хыççăн çемьере тата ачасем çуралнă. Шел пулин те вĕсем йывăр чир-чĕре пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çавăнпа та Ольга патне те чир-чĕр ан çулăхтăр тесе ашшĕ-амăшĕ Чĕкеç тесе чĕннĕ. Пурĕ вĕсем тăваттăн çитĕннĕ: Мария, Петр тата Шура. Чĕкеç çемьере асли пулнă май, ĕçсен ытларах пайĕ ун çине тиеннĕ. Ашшĕпе амăшне пулăшнă, кĕçĕн йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхнă, ал ĕçĕ пурнăçланă.

Пурнăçра терчĕпе нуши юнашарах çỹреççĕ. Ашшĕ çамрăкла - вăтăр çултах _ çĕре кĕрет. Кукамăшне, Агрепина Федоровнăна, çĕрме пуян тесе айăпланă. Пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăхне _ çĕрне, çурт-йĕрне, выльăх-чĕрлĕхне, лавккине, кĕрпе авăртакан арманне _ туртса илнĕ. Çемьен çĕнĕрен ал-ура çавăрма тивнĕ. Васан посело- кĕнче таса уй-хирте çĕнĕрен çурт лартнă.

Чĕкеç 16 çулта чухне хаяр вăрçă пуçланать. Çамрăк хĕр аслисемпе тан Сура шывĕ тăрăх вăрман юхтарнă, Улатăр тăрă- хĕнче йывăçсем каснă, окоп чавнă, траншея алтнă. Ахăр самана çамрăка Свердловск облаçне те илсе çитернĕ. Кунта вăл торф, çĕр кăмрăкĕ кăларнă çĕрте вăйне шеллемесĕр тăрăшнă.

Вăрçă вăхăчĕ çамрăк чунсене авнă, хуçнă пулин те хĕрсемпе яшсем çирĕп тăнă. Мирлĕ пурнăçшăн пĕтĕм вăйне шеллемесĕр тăрăшнă. Вăрçă чарăнсан, 1948 çулхи кăрлач уйăхĕнче, Чĕкеç аппа Алексей Улбутовпа çемье çавăрнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Ырми-канми ĕçлесе кил-çурт çавăрнă, ачисене çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларнă, мăшăрлантарнă. Халĕ кашнийĕшĕ хăйĕн çемйипе пурăнать. Чĕкеç аппа паян кĕçĕн хĕрĕпе пурăнать. 8 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукпе савăнать. Х

исеплĕ ватă ялти çĕвĕ ăсти. Вăхăтĕнче пальто, фуфайка, кĕпе-йĕм çĕлеме маçтăр пулнă, пир-авăр тĕртнĕ. Халĕ те алса, чăлха илемлетсе çыхать. Чĕкеç аппара _ пин-пин чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ.

О. ВЕРЛИКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика