17 октября 2015 г.
ЧĂВАШ халăх писателĕ, пирĕн ентеш, Сăкăтра çуралса ỹснĕ Юхма Мишши Казахстан халăхĕн Ассамблейинчен наци халатне илме тивĕçнĕ.
Писателĕн хăш-пĕр произведенийĕсене _ "Çăлтăрсем чĕнеççĕ", "Эльпи чечекĕ" _ казахла та куçарнă. Чăвашпа казах халăхĕн туслăхĕ пирки хаçат-журналта пичетленĕ материалсем те нумай. Уйрăмах Иван Яковлевпа казах халăхне çутта кăларакан Ибрагим Алтынсарин, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ăс пухнă Алмабед Уразбаева, революциччен казах ачисене вĕрентнĕ Дмитрий Кочуровпа Иван Никифоров туслăхĕ çинчен çырнисемпе ученăйсем те интересленеççĕ.
Юхма Мишшин историлле романĕсене Пĕтĕм тĕнчери Ходжа Ахмет Ясави ячĕллĕ казахпа турци университе- тĕнче тĕпчеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)