Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРĂ _ ЧУН ВĂЙ-ХАЛĕ

10 октября 2015 г.

Çакна çирĕплетме тăрăшатăп эпĕ музыка урокĕсенче. Юрлакан çын хавхалануллă. Унăн ĕçĕ ăнать. Вăл ыттисем çине çилленсе çỹремест.

Юрă пурнăçра пурне те кирлĕ. Çитĕнекен ăрăва пушшех те. Мĕн тĕрлĕ конкурс çеç иртмест шкулта. Календарьти чылай уява ачасем концерт хатĕрлеççĕ. "Зарница", "Орленок" вăйăсен смотр-конкур- сĕнче те юрласа утмалла тата ытти те.

Юрă çыннăн пурнăç çулне уçни мĕне тăрать! Шкул саккинчен тухса малалла çак енĕпе вĕренме каяс текенсем сахалăн-им. Районти олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ вĕсем. Маларахри вĕренỹ çулĕсене илес пулсан А. Ялукована, К. Логунована, А. Аппакована палăртмалла.

Музыкăна ытти предметсемпе (литература, истори, физика) пĕрлештерсе ирттернĕ уроксем темăна тарăннăн ăнланма пулăшаççĕ.

Тăрăшуллă ĕç ỹсĕм çулĕ çине кăларатех. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул коллективĕ иртнĕ çул "Юратнă фильмсенчи юрăсем" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Сăкăтри халăх хорĕ те Мускав, Чĕмпĕр, Шупашкар, ытти хуласен уявĕсене хутшăнса лауреат ячĕсене тивĕçнĕ.

Н. ТОЛСТОВ, музыка учителĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика