05 сентября 2015 г.
Хирсем майĕпен пушанса пыраççĕ. Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ хыççăн ĕç шавĕ çĕр улми уйне куçрĕ. Умлăн-хыçлăн пыракан "Колнаг" маркăллă икĕ комбайн иртен пуçласа каçхи сывлăм ỹкичченех йăран хыççăн йăран кăлараççĕ.
_ Хальхи вăхăтра çĕр улми тухăçĕ пĕр гектартан 180 центнерпа танлашать. Çумăр вăхăтра çуманни сисĕнет çав. Чăн малтан лартнă лаптăксенче тымар çимĕç чечеке ларнă хыççăн çеç нỹр ỹкнĕрен лайăх çитĕнеймерĕç. Тăпра ăшне каярах хывнисен тухăçĕ аванрах. В. Хит ров тата С. Краснов механизаторсем хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, _ пĕлтерет кооперативăн тĕп агрономĕ В. Красников.
Уйран килекен "иккĕмĕш çăкăра" тỹрех сортировка тăваççĕ: шултăрине вĕттинчен уйăраççĕ. В. Ярзутов машинист техникăна çĕмрĕлесрен пăхсах тăрать. Çĕнĕ çĕр улмине туянакансем те килсех тăраççĕ. Сăкăтăн пулăхлă çĕрĕнче çитĕннĕ çимĕçе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне куллен 20-30 тоннăран кая мар ăсатаççĕ.
"Красное знамя" ял хуçалăх предприятинче 4000 тонна çĕр улми кĕрекен хранилище тунăччĕ. Ăна та пушă тăратасшăн мар, çавна май вăрлăхсене тата сутлăха валли унта хума палăртнă.
О. ПАВЛОВА.
Хуçалăхра кăçал "иккĕмĕш çăкăр" 243 гектар йышăнать. Çуркунне "невский", "розаро", "ароза", "жуковский ранний" сортсене никĕсе хывнă. Çавăн пекех Ленинград облаçĕнчен çĕнĕ вăрлăх "рябинушка" 20 тонна илсе килсе лартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)