02 сентября 2015 г.
Сăкăт шкулĕ— Чăваш Республикинчи чи ватă шкулсенчен пĕри. Халăха çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçленĕ шкулсем хушшинче пирĕн шкул паллă вырăн йышăнать. Çакна архив-
сенче упранса юлнă документсем те çирĕп-
летеççĕ. 1840 çулта Сăкăт ялĕнче пуçламăш халăх училищи уçăлнă. Малтанах 8-12 çулхи арçын ачасем кăна çÿренĕ, 1843 çултан вара хĕр ачасене те вĕрентме тытăннă.
Çав вăхăтра хресченсем ачисене шкулта вĕрентессишĕн питех тăрăшман. Вĕренни кирлĕ мар тесе шухăшланă. Влаçра ларакансем хистенипе анчах, ирĕксĕр тенĕ пек, ачисене шкула янă.
1867 çулта пĕлÿ çурчĕн ĕç-хĕлне Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Н.И.Золотницкий тĕрĕсленĕ. Вăл çырса хăварнă тăрăх, ку вăхăтра 30 арçын ачапа 12 хĕр ача пĕлÿ илме çÿрени паллă.
1871 çулхи документсем тăрăх, Сăкăтри училищĕре 41 арçын ачапа 20 хĕр ача вĕренни тата ăна тытса тăма ялти хресченсенчен укçа пуçтарни паллă.
Республикăри документсем тăрăх, Сăкăт шкулĕнче 1873 çулта халăх училищисен инспекторĕ И.Н. Ульянов та пулнă.
1873 çулта Пăва уесĕнчи училищĕсен совечĕн председателĕ А.И. Баратынский протоиерей килсе кайнă, ачасем Турă законĕсемпе кĕллисене, юррисене мĕнле пĕлнипе интересленнĕ.
1874 çул. Пăва уесĕнчи училищĕсен инспекторĕ Зимницкий Сăкăта килсе ачасем мĕнле вĕреннине тĕрĕслет, вĕрентÿ ĕçĕнчи çитменлĕхсем пирки тĕплĕн çырса кăтартать. Унăн отчёчĕ тăрăх, пĕлÿ çуртне 70 ача çÿрени паллă.
1878, 1879 çулсенче Стржалковский, Ишерский инспекторсем Сăкăт шкулĕнче пулни паллă. Вĕрентÿ ĕçĕн шайĕ ÿсни пирки асăнаççĕ.
1893 çулта Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я. Яковлев Сăкăт шкулĕнче вĕрентекен В.В. Кашпировăн ятне ырăпа асăнса хăварни пур.
Малтанхи çулсенче вырăсла кăна пĕлÿ панă. Çулсем иртнĕ май, вĕрентÿ пахалăхĕ те ÿснĕ. 1898 çулта шкула пĕрремĕш чăваш учителĕ Филимон Рекеев килет. Вăл кунта 1906 çулчченех ĕçленĕ.
Шкула тытса тăма çăмăл пулман, çакна тавçăрма йывăр мар. Укçа-тенкĕ çитмен пирки тавра ялсенчи шкулсем хупăнас хăрушлăх та сике-сике тухнă, анчах мĕнле йывăр пулсан та шкулсене сыхласа хăварас текен ырă та ăслă шухăш çĕнтерсе çиеле тухса пынă.
Совет саманинче халăха вĕрентес ĕç тытăмĕ çĕнелсе улшăнать. 1918 çул тĕлне Сăкăтри тăватă класлă шкулта 107 арçын ача, 23 хĕр ача вĕреннĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçне 150 ачана çитнĕ.
1919 çул. Сăкăт шкулĕ I сыпăклă (тăватă класлă) шкул пулса тăрать. Унта 225 ача вĕренет.
1921 çулта 6 класлă шкул туса хунă. «Школа крестьянской молодёжи» ятлă пулнă вăл. Çав çулсенче хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕçре шкулăн тÿпи питĕ пысăк пулнă. Таврара пĕртен пĕрре çеç пулнăран, ку шкула кÿршĕллĕ ялсенчи ачасем те çÿренĕ. Икĕ класне Туçана куçарсан, 1923 çулта, Сăкăт шкулĕ каллех тăватă класлă пулса тăнă.
1931-1932 çулсенче пирĕн шкулăмăр каялла 6 класлă шкула куçнă. 1934-1935 вĕренÿ çулĕнчен ăна тулли мар вăтам шкул тесе ят панă.
Вăрçă çулĕсенче шкул ĕçне йĕркелесе тытса пыма мĕн таран йывăр пулни каламасăрах паллă. Арçын учительсем (хĕрарăмсем те пур) пĕрин хыççăн тепри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайса пĕтеççĕ, ачасем выçă, чирлĕ, шкулсем сивĕ... Апла пулин те хупăнман шкул, ĕçленĕ. Вĕренме пăрахакансем те пулнă ку тапхăрта.
1945 çулта çичĕ класлă шкул, 1960 çулта сакăр çул вĕренмелли шкул пулнă Сăкăтра.
1963 çултанпа вара вăл вăтам шкул ятлă (ун çумĕнчи хушăм ячĕсем пурнăçпа пĕрле улшăнаççĕ-ха ĕнтĕ).
XX ĕмĕрĕн 30 çулĕсенчен пуçласа шкулăн тилхепине Горохова Надежда Степановна, Воронков Федор Кириллович, Медведев Анатолий Осипович(1935 — 1936çç.), Алексеев Варсонофий Алексеевич(1936 – 1940çç.), Кирпичев Дмитрий Петрович (1940 – 1942çç.), Кузьмин Никонор Сергеевич (1942ç., сентябрь-октябрь), Иванова Екатерина Пименовна (1942 – 1943çç.), Николаев Иван Александрович (1943 – 1945 çç.), Еслюков Трофим Осипович (1945 – 1947 çç.), Марков Иван Васильевич (1947 – 1951çç.), Акмеев Иван Дмитриевич (1951ç.,март-август),Телюков Вениамин Григорьевич (1951 – 1955ç.ç.), Ильин Петр Николаевич (1955 – 1958ç.ç.), Тестов Станислав Семенович (1958 – 1970ç.ç.), Ильин Иван Николаевич (1970 – 1990ç.ç.), Пирогов Анатолий Николаевич (1990 – 2001ç.ç.), Меведев Игорь Ильич (2001 – 2008ç.ç.) тытса пынă. Хальхи вăхăтра Сăкăт шкулне Падусев Анатолий Васильевич (2009 çултанпа) ертсе пырать.
175 çул хушшинче шкул пин-пин ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кунта пĕлÿ илнисен йышĕнче экономикăн тĕрлĕ отраслĕн специалисчĕсем, социаллă тытăм ĕçченĕсем, çар çыннисемпе патшалăх деятелĕсем... Ял шкулĕнче пĕлÿ илсе пурнăçра пысăк ÿсĕм тунă çынсем питĕ нумай.
2010 çулта Сăкăт ялĕнче çĕнĕ шкул çуртне хута янă. Паян Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул _ çĕнĕ йышши вĕрентÿ кабинечĕсемпе, компьютер класĕсемпе, мастерскойсемпе, библиотекăпа тата ыттипе те тивĕçтернĕ виçĕ хутлă çĕнĕ çурт, шкул территорийĕнче газ котельнăйĕ, гараж, вĕрентÿпе опыт тата хуçалăх участокĕсем. Душ кĕмелли, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсемпе спортзал, стадион.
Çапах та шкулăн тĕп пуянлăхĕ _ çакăнта кашни ир чунтанах васкакан, ăна юратакан вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Хальхи вăхăтра шкулта 200 ытла ача вĕренет. Вĕрентекенсем пурнăçпа тан утса пыма тăрăшаççĕ,тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Шкул чысне çÿлти шайра тытса пыма тăрăшаççĕ.
Юбилей ка=не т.рл. =улта тёван шкултан в.ренсе тухнё выпускниксем: район администраци пу=лёх. Н? Глухов (вёл та асённё шкул выпускник.): ЧР Патшалёх Канаш.н депутач.сем О? Мешковпа П? Никифоров: аякри-=ывёхри ытти хёнасем те хутшённё: теп.р ч.р.к .м.ртен ик=.р =ул тултаракан вётам шкула =.н. =ит.н\семпе =утё малашлёх суннё?
Н. Тинюкова,
вĕрентекен.
(Фактсене «И.Н. Ильин, М.Н.Ильин-Юхма Мишши.Сакăт ялĕ. Шупашкар, 1996.
кĕнекерен илнĕ».)
Сёкёт шкул. 175 =улта

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)