Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çитĕнтересси çăмăл мар

05 августа 2015 г.

Кашни ачашăн пуçласа шкул сакки çине ларасси яваплă тапхăр. Çавăнпа та ăна тăрăшсах хатĕрлемелле. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне кун йĕркине хăнăхтармалла. Ирхине пĕр вăхăтра тăма вĕрентмелле. Гимнастика туни, çăвăнни сывлăхшăн усăллă пулнине каламалла. Апата вăхăтра çиме тăрăшмалла. Куллен уçăлса çỹрени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Телевизор умĕнче вара çур сехет ларни те çителĕклĕ.

Çаксене 5 çултанах хăнăхтарма тытăнсан аван. Алла кăранташ, ручка тытма вĕрентмелле. Сăрлатăр вăл ỹкерчĕксене. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçарса илме хăнăхтăр. Пластилинпа ĕçлетĕр. Хутран касса кỹлепесем кăлартăр.

Ачан калаçу чĕлхине те тĕрĕс аталантарса пымалла. Унпа вуланă кĕнеке çинчен çĕнĕрен сăмах пуçармалла. Тавралăха сăнама вĕрентмелле. Ỹкерчĕксем тăрăх калаçу йĕркелемелле.

Сĕтел хушшинче ларнă чухне вара авăнса ỹкмелле мар, тỹрĕ лартăр. Аллисем сĕтел çинче пулччăр. Чавсисем çакăнса ан тăччăр.

Тумтире ача ỹсĕмне кура илсе пама тăрăшмалла. Сумкки те кăмăла каяканни пулсан аван. Çавăн чухне ача пĕлỹ тĕнчине кăмăлтан кĕрсе кайма пултарĕ.

Н. Тинюкова, Сăкăтри вăтам шкул вĕрентекенĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика