01 августа 2015 г.
Ырă кăмăллă, вăтам пỹ-силлĕ, çын çине йăвашшăн та ăшшăн пăхакан Н. Пайдютова (ỹкерчĕкре) Сăкăтра кашниех паллать. Тахçантанпах тивĕçлĕ канура пулсан та вăл пĕр кун та ахаль лармасть, килти хуçалăхра кăштăртатать.
_Çын ĕçе юратма тивĕçлĕ. Çакă _ унăн, çемйин ырлăх-пурлăхĕ. Ĕçре хамăн чун канăçлăхне тупатăп,_ тет Николай Егорович.
Канлĕ кăна ларасшăн мар-ха кил хуçи. Мăшăрĕпе, Вера Васильевнăпа, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: чăх чĕпписем, хур-кăвакал, сыснасем, ĕне-вăкăр, тата пахчара ĕçлесе йăпанаççĕ.
Çак кунсенче Н. Пайдютов хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл çут тĕнчене 1950 çулта хресчен çемйинче килнĕ. Йышлă ачаран иккĕмĕш пулнă.
Ачалăхне халĕ та асра тытать-ха ватă. Сĕтел хушшине тетĕшĕ, икĕ йăмăкĕ, виçĕ шăллĕ пуçтарăнса ларнисем, вылянисем, вăййа тухса ташласа юрланисем, ашшĕпе амăшĕ сывă пулнă вăхăтсем чĕринче упранса юлнах. Çемьере аслисенчен пĕри пулнăран, çамрăклах ĕçе "кулĕннĕ", кил хушшинче вăй çитнĕ таран ашшĕпе амăшне те пулăшнă.
1958 çулта пĕрремĕш класа кайнă вăл. 8 класс хыççăн Ульяновск облаçĕнче Карсун поселокне тракторист-машинист профессине алла илес тĕлĕшпе çул тытнă. Специалист дипломĕпе яла таврăннă. Çав çулах тата çар комиссариачĕ Канашри училищĕне водителе вĕренме янă. Хирĕçлемен Николай Егорович.
1969-1971 çулсенче Украинăри Львов хулинче службăра тăнă Сăкăт каччи. Кайран вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра тракторист та, водитель те, комбайнер та пулнă. Тăрăшулăхне кура "Ударник коммунистического труда" ята илнĕ. "За доблестный труд", "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" дипломсене, "Ĕç ветеранĕ" медале, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Вăхăт хăй юрттипех малалла шăвать пулин те телейлĕ тесе шутлать Н. Пайдютов. Вера Васильевнăпа 6 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, кашнинех аслă шкулта тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшнă. Пиллĕкĕшĕ _ çемьеллĕ. Ирина Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче тĕпленнĕ аслă категориллĕ учитель. Строитель профессине алла илнĕ Саша Шупашкар тата Мускав хулисенче вăй хурать. Наташа медсестрара, Алинăпа Люба воспитательницăра тăрăшаççĕ. Сергей вара тĕпре, кил хушшинче пулăшать. Кинĕсемпе, кĕрỹсемпе савăнмалăх пур.
Ватă çынсен йышне кĕнĕ пулсан та Коля тете сăнĕпе те, сывлăхĕпе те, чунĕпе те çамрăк-ха. Хаçат-журнал вулама, телевизор пăхма, купăс калама юратать. Утнă-чупнă чухне тепрер çамрăкран ирттерет. Чăваш, вырăс халăх юрри-такмакне шăрантарнине вара итлесе тăранаймастăн. Сасси уçă та янăравлă. Малашнехи пурнăçĕ те юрăри пек илемлĕ пултăрах.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)