18 июля 2015 г.
Сăкăтпа юнашарах вăрман кашласа ларать. Çак ялта пурăнакансемшĕн вăл чăн-чăн пуянлăх. Çуллахи кун унта ватти-вĕтти сукмак хывать, çырла-кăмпа, мăйăр пуçтарать. В. Глухов (ỹкер- чĕкре) та ача чухнех вăрманта çỹреме юратнă. Чунне тунсăх пуссан пĕччен те, юлташĕсемпе пĕрле те час-часах килнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ỹссе çитĕнсен хăйĕн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă.
Владимир Иванович çемьере виççĕмĕш ача. Çут тĕнчене вăхăтсăр килнĕрен 1700 грамм анчах пулнă. Больницăран тухнă çĕре вара 1300 çеç тайнă. Тухтăрсем вăл чĕрĕ юласса та шанман. Амăшĕн чĕри çеç ывăлĕ вăй илессе, пурăнасса ĕненнĕ. Пĕчĕкскере хĕрарăм çăкăр хывмалли кĕреçе çине хурса кăмакара ăшăтнă. Вăйсăр пулсан та сасси хулăм пулнă пĕчĕк каччăн. Хăй çинчен час-часах кăшкăрса пĕлтернĕ. Кунсем, уйăхсем шунăçем арçын ача тантăшĕсене виçепе хăваласа çитнĕ, юман пекех тĕрекленсе пынă.
Çулсем шав малалла шăваççĕ, вĕсене чатăр карса та чарма çук. Сăкăтри пĕлỹ çуртĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Владимир Иванович тетĕшĕн сукмакĕпех каять _ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне ăс пухма кĕрет. 1983 çулта арçын тивĕçне пурнăçласа салтак аттине тăхăнать. Куйбышев (халь Самара) облаçĕнчи Кряж хулинче службăра тăрать. Сĕт çулĕпе кайса пыл çулĕпе таврăннă хыççăн вĕренĕве малалла тăсать. 1987 çулта аллине диплом илет, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче питомник мастерĕнче ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă та маттур вăрманçăна 1992 çулта Сăкăт вăрман хуçалăхĕн ертỹçине лартаççĕ. 2008 çулта Владимир Иванович Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхĕн "тилхепине" тытма шанаççĕ. Хальхи вăхăтра вăл Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕнче тăрăшать. Унăн яваплăхĕнче 73 пин гектар вăрман. Çак пысăк лаптăка 68 çын пăхса тăрать
Вăрман хăйĕн пуянлăхĕпе пурне те илĕртет. Уйрăмах çуллапа кĕркунне унтан çынсем тухма пĕлмеççĕ _ хĕле валли çырла, кăмпа пуçтараççĕ. Çав вăхăтрах ятарласа канма килекенсем те пур. Анчах хăшĕ-пĕри яваплăха туйманни пăшăрхантарать В. Глухова. Сỹнтерсе хăварман кăвайт _ вăрманăн чи хăрушă тăшманĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Владимир Иванович ĕçтешĕсемпе яланах сыхă тăраççĕ, çут çанталăкăн "ỹпкине" упрама, аталантарма тăрăшаççĕ. Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынăран 2010 çултанпа пушар алхаснă тĕслĕх пĕрре те пулман.
-30 çул вăрман хуçалăхĕнче вăй хуратăп. Çак тапхăрта миçе пин йывăç тĕмĕ ỹстернĕ-ши эпĕ? Калама та пултараймастăп. Ĕçлеме килнĕ чухнех лартнисем халь пĕлĕтелле кармашаççĕ те кармашаççĕ _ тем пысăкăш. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Ваттисем каланине _ арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче йывăç лартмаллине, çурт тумаллине, ача ỹстер- меллине _ пурнăçларăм тесе шухăшлатăп, _ тет Владимир Иванович. Вăрманçă хăйĕн мăшăрĕпе, Галина Николаевнăпа, ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине телей пиллесе кăларнă. Коля Вăрнарта шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Маша Чăваш Патшалăх университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче ăс пухнă хыççăн Мускава çул тытнă. Вăл унта тĕпленнĕ.
Тăрăшулăхне кура В. Глухова район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсене панă. 2006 тата 2010 çулсенче "Хисеп палли" медальпе чысланă. Владимир Иванович обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, хăй çуралнă тата халь пурăнакан кĕтесре _ Сăкăтра _ тирпей-илем кỹрессипе, урамсене вак чул сарассипе тимлет.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)