18 июля 2015 г.
СĂКĂТРИ халăх пукане театрĕ ачасене хăй йĕри-тавра пуçтарма пикенни ĕнер-паян çеç мар. Ял хастарĕ В. Кузнецова ертсе пыракан творчество ушкăнĕ çулсеренех хăйĕн ят-сумне, хисепне ỹстерсех пырать. Пукане тусĕсем ял ĕçченĕсене хăпартлантарнисĕр пуçне ытти ялсене, коллективсене те пултарулăхĕпе савăнтарма тухса çỹреççĕ.
Пĕчĕк артистсем сцена çинче çеç ĕçлемеççĕ. Пушă вăхăтра вĕсем Вера Федоровна ертсе пынипех алă ĕçĕпе тăрмашаççĕ: шкатулкăсем, йĕп хумалли сувенирсем, ытти кĕлеткесем ăсталаççĕ. Хăйсен продукцине вара çỹлĕк çинче тусан пуçтарса та вырттармаççĕ. Ишлĕре иртнĕ район кунĕнче те ачасем аслисемпе юнашарах суту-илỹ ретне тăнă, хăйсен таварне пин тенкĕлĕх сутнă. Кĕмĕлĕн "шăтăкĕ" паллă _ копилкăра пухăнса пыракан укçапа вĕсем коллективпа (37 ача çỹрет театра) Шупашкара экскурсине кайма шутлаççĕ.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Сăкăтсем ĕçре çеç хастар та кăтартуллă мар, юрă-ташăра та пултаруллă, маçтăр. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта икĕ халăх коллективĕ ĕçлет: пĕри _ хисеплĕ хор, тепри _ пуканесен театрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)