Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРçĂ СУРАНĕСЕМ, çУХАТĂВĕСЕМ (МАЛАЛЛИ)

10 июня 2015 г.

Вăрçа хутшăннă çамрăксенчен 18 тултарсанах вăрçа илсе кайнă 1925, 1926 тата 1927 çулхисем пулнă. Сăкăтран нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешме 1925 çулта çуралнă 18 çамрăка илсе кайнă, вĕсенчен 5-шĕ вăрçă хирĕсенчех выртса юлнă. Акă вĕсем: В. Бабаев, А. Падусев, А. Платонов, А. Прокопьев, А. Чебанин.

Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕн, ял халăхĕн куçĕ умĕнче ĕмĕрлĕхех 18 çулхи каччăсем пулса юлнă. 1926-па 1927 çулхи çамрăксенчен те хăшĕ-пĕри нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă çапăçусене хутшăннă, анчах вĕсенчен çак çапăçусенче вилнисем çук. Вĕсенчен чылайăшĕ Японипе пынă çапăçусене çеç хутшăннă. Вĕсем пурте 1-мĕш тата 2-мĕш Инçет Хĕвелтухăç фрончĕсене çакланнă, вăрçăран киле чиперех сывă таврăннă. Анчах та Японипе пынă вăрçăра та 1927 çулта çуралнă Исаев (МО сайчĕ тăрăх - Исаков) Антип Артемьевичăн шăпи çеç ăнăçлă пулайман. Теме пула вăл ыттисем пек 1-2 Инçет Хĕвелтухăç фронтне мар, Совет çарĕсен Приморски ушкăнне çакланнă. Япони çарĕсемпе çапăçусем пуçлансан 2 кунранах _ çурла уйăхĕн11-мĕшĕнчи хаяр çапăçура вилет. Ăна Приморски крайри Краски (МО сайчĕ тăрăх - Краскино) ялĕнчи Тăванлăх вил тăприйĕнче (Братская могила) пытараççĕ. Çапла вара Инçет Хĕвелтухăç çĕрĕ те хăйне хỹтĕлесе вилнĕ Сăкăтра çуралса ỹснĕ Чăваш каччин ỹт-пỹне те хăйĕн ытамĕнча упраса усрать.

Нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса вилнĕ пĕрремĕш Сăкăт çынни 1920 çулта çуралнă Вазингин Петр Леонтьевич пулнă. Вăл вăрçă пуçлансан пĕр эрнеренех - 1941 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Украина çĕрĕ çинчи Тернополь облаçĕнчи Кременец хулишĕн пынă хаяр çапăçура пуçне хурать. Унăн ỹтне те çак хуларах пытараççĕ. Украинăра тăшмана хирĕç çапăçса вилекен Сăкăт каччисем татах та пулнă-ха. Анчах та вĕсем хальхи бандеровецсем кăшкăрашакан оккупантсем пулман, Украина ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă.

Нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хуракан Сăкăт каччисенчен чи юлашки 20 çулхи Чебанин Александр Федорович пулнă. Вăл вăрçă пĕтиччен 24 кун маларах - 1945 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чехословаки çĕрĕ çинче Бржецлав станцийĕшĕн пынă хаяр çапăçура пуçне хунă. Вăл 6-мĕш кавалери корпусĕн 13 кавалери дивизийĕн йышне кĕрекен 46-мĕш гварди кавалери полкĕнче çапăçнă. 1943 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче аманнă, 1944 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Дебреден хулишĕн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн ăна "За отвагу" медальпе наградăлаççĕ

Çапла вара, Совет салтакĕсем, халь чикĕ леш енче янракансен шучĕпе оккупантсем шутланаççĕ пулсан та, Рабочипе хресченсен Хĕрлĕ çарĕ (РККА - ятне 1946 çулхи нарăс - февраль уйăхĕнче çеç "Советская Армия" тесе ылмаштараççĕ) оккупантсен çарĕ пулман, хăй çĕршывĕн ирĕклĕхĕшĕн, Европăри ытти çĕршывсене, вĕсен халăхĕсене фашизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларассишĕн çапăçса пуçне хунă паттăрсен çарĕ пулнă.

Халĕ Совет салтакĕсен ячĕпе лартнă палăксене, тăван вил тăприсене (братские могилы) çĕмĕрсе ватакансене те истори хăйĕн пуласлăхĕнче тивĕçлĕ хак парĕ-ха. Эпир, халь пурăнакансем, вĕсен умĕнче, вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче, вĕсене асăнса лартнă палăксен умĕнче яланах вĕсене пуç тайса хисеплеме тивĕç.

Çĕршывра вăрçă участникĕсен шучĕ кунран кун чакса пырать. Халĕ Сăкăтран вăрçа тухса кайнă 3 участник пурăнаççĕ-ха. Анчах та вĕсем тĕрлĕ хулара, унтах пропискăра тăраççĕ. 1922 çулта çуралнă Никифорова Мария Николаевна Шупашкарта, 1926 çулта çуралнă нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ Ершов Федор Иванович Санкт-Петербургра, 1926 çулта çуралнă Японипе пынă вăрçа хутшăннă Евграфов Алексей Иванович - Мускавра.

Çак статья авторĕ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа Сăкăтран вăрçа кайнисене, вăрçăра пуçне хунă паттăрсене, вăрçăран таврăнса мирлĕ пурнăçра çĕршыва ура çине тăратас тесе ĕçленĕ вăрçă участникĕсене хисеплесе тата асăнса, вулакана вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа парас тесе "Асăну тата палăксем" ятлă кĕнеке туса хатĕрлесе кăларчĕ. Анчах та пулас ăрусен хушшинче Чăваш çĕршывĕнчен тухса кайса, е Чăваш çĕршывĕнчех хуласенче тĕпленсе чăвашла вĕренеймен, е чăвашла пĕлмен çамрăксем те пулĕç тесе, çак кĕнекене "Память и памятники" ятпа вырăсла пичетлерĕ. Ку авторăн 9-мĕш кĕнеки. Унта Сăкăтсем çак хаяр вăрçа хутшăнса мĕнле кĕрешни çинчен, Сăкăтри кашни çемьен çак вăрçăра тавăрма май çук пысăк çухатăвĕсем çинчен чылай тĕплĕнрех каланă.

Чыс та мухтав Çĕнтерỹ паттăрĕсене!

Иван ИЛЬИН, Сăкăт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика