06 июня 2015 г.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтĕм тĕнчене, вăрçа хутшăннă кашни çĕршыва, кашни халăха пысăк çухатусем кỹнĕ. Совет çĕршывĕшĕн, çĕршыври кашни халăхшăн нимĕç фашисчĕсене хирĕç 1418 куна тăсăлнă Аслă Аттелĕх вăрçин, ун хыççăн Япони милитарисчĕсен хирĕç пынă вăрçисем пысăк çухатуллă кунсем пулнă.
Раççей Федерацийĕн хỹтĕлев Министерствин Тĕп архивĕнчи "Подвиг народа в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг." кăтартусен базинче çакăн пек цифрăсем упранаççĕ: вăрçă хирĕсенче вилнĕ совет çыннисен шучĕ çеç 26,6 миллион, пурлăх-тупра çухатăвĕсем наци пуянлăхĕн 3 пайĕнчен 1 пайĕпе танлашаççĕ, 1710 хулапа 70 пин ялсене, 6 миллион çурт-йĕре, 40 пин больницăсене, 47 пин библиотекăсене, 427 патшалăх пĕлтерĕшлĕ музея тата ытти чылай пурлăхсене çĕмĕрнĕ-ватнă, çунтарнă-аркатнă.
Пирĕн Чăваш çĕршывĕшĕн те, районшăн та, районти кашни ялшăн та çак вăрçă пысăк çухатуллă пулнă. Паллах, пирĕн патăмăрта вăрçă тỹрремĕн ватнă-салатнă пурлăхсем пулман. Анчах çын çухатăвĕсем пĕчĕк пулман. Автор кунта районăн, районти кашни ял çухатăвĕ çинчен каласшăн мар, хăйĕн тăван ялĕн _ Сăкăтăн çухатăвĕсем çинчен çеç асăнасшăн.
Сăкăт ялĕ авалтанпах вулăсри, районти ялсен хушшинчи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă, вăл хăйĕн çурт-йĕр, халăх шучĕпе вулăс, район центрĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăнă. Юлашки перепиçпе çеç Патăръелпе Щăнкăртам хыççăн 3-мĕш вырăна юлнă: паян кун та Сăкăтра 661 хуçалăх, 2038 çын шутланать. Сăкăт _ пысăк ял. Çавăнпа унăн çак иртнĕ вăрçăсенчи çухатăвĕсем те сахал мар.
Вăрçă хирне район тата ытти тĕрлĕ _ çар комиссариачĕ урлă Сăкăтсем хăйĕн çĕршывĕнче çуралса ỹснĕ 400 ытла ывăл-хĕрне ăсатса кăларса янă. Республикăра кăларнă "Асăну" _ "Память" кĕнекисем тăрăх вĕсенчен 223-шĕ вăрçă хирĕсенче пуçне хунă, 141-ĕшĕ вăрçăран чĕрĕ таврăннă курăнать. Çĕнтерỹшĕн пуç хунă 223 паттăра асăнса ялта пысăк палăк лартнă, унта вĕсен кашнийĕн хушамачĕсене ылтăн сăрăпа çырнă. Анчах та юлашки вăхăтра Подольск хулинче вырнаçнă Тĕп архивĕнчи Оборона Министерствин сайчĕ çинче тата "Подвиг народа в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг" база данăйĕсенче упранакан документсем тăрăх, çак кăтартусем чылай пысăкрах. Çак документсем тăрăх интернет урлă шыраса çеç çак йĕркесен авторĕ тата ăна пулăшакан ентешĕ _ халĕ Шупашкарта пурăнакан Артамонов Александр Михайлович запасри майор Чкаловски тата ытти тĕрлĕ военкоматсем урлă вăрçа кайнă тата 75 çын хушамачĕсене шыраса тупнă. Вĕсенчен 20-шĕ вăрçă хирĕсенче çухалнă. Çапла вара, Сăкăтсем çеç 243 ывăлĕн пурнăçне Çĕнтерỹ алтарĕ çине хывнă.
Хăш-пĕр çемьерен вăрçăра 4-шарăн, 3-шерĕн вилнисем те пур. 2-шерĕн вилнисем, е çемьерен 1 çын вилнисем вара тата та ытларах. Илсе пăхар-ха çак çемьесенчен хăшне-пĕрне.
Акă, 1881 çулта çуралнă Платонов Ефрем Григорьевичпа унăн 1884 çулта çуралнă Татьяна Федоровна мăшĕрĕн çемйи. 14 ача çуратнă вĕсем çемьере, вĕсенчен 9-шĕ ỹссе çитĕннĕ: 8 ывăл та 1 хĕр. Пур 8 ывăлне те ăсатнă килĕнчен Ефрем Григорьевичпа Татьяна Федоровна вăрçă çулĕсенче: 6 ывăлне вăрçа, кĕçĕн икĕ ывăлне, ун чухне каланă пек - тыл фронтне - шахтăсене çĕр кăмрăк кăларма.Вăрçа ăсатнă 6 ывăлĕнчен 4-шĕ таврăнайман: Никандр (1905) 1942 çулта хыпарсăр çухалнă; Алексей (1906) 1944 çулхи пуш уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă; Яков (1911) 1943 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ; Александр (1925) 1943 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ.
Вăрçăран Кондратийпе Василий çеç чĕрĕ таврăннă. Кондратийĕ, офицер пулнă май, малалла та службăрах юлнă, вăл Мускавра отставкăна тухса унтах çĕре кĕнĕ, Василий яла таврăнсанах çемье çавăрса хулана пурăнма тĕпленнĕ.
Ефремпе Татьяна пĕртен-пĕр Люба хĕрĕпе тăрса юлнă. Люба качча тухса пĕр ывăл çуратать. Валька теççĕ ăна ялта. Валька ĕмĕрĕпе колхозра шофер пулса ĕçлесе пенсие тухрĕ, Роза мăшăрĕпе ача-пăчаллă пулчĕç. Халĕ Валькапа Роза çеç хăйсен ывăл-хĕрĕсемпе Ефремпа Татьяна Платоновсен йăх-йышне, ăруне ялта малалла тăсаканĕсем.
Çавăн пекех Вуколов Никифор Вуколович та хăйĕн çемйинчен вăрçăра 3 ывăлне тата 1 мăнукне çухатать: Ывăлĕсем: Пантелеймон (1901) 1942 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче çапăçура вилет; Василий (1903) 1943 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче çухалать; Вениамин (1905) 1942 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче çухалать; мăнукĕ _ Василийĕн ывăлĕ Константин (1924) _ 1942 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче çухалать.
Ялта çемьерен 3-шер çын çухатнисем те пур: Адякин Александрăн Николай тата Гаврил ывăлĕсем тата Николай ывăлĕ Алексей мăнукĕ; Сулагаев Михаилăн Александр, Николай, Иван ывăлĕсем; Кайзеров Алексейĕн Константин, Федор, Григорий ывăлĕсем.
Çавăн пекех çемьерен икшер çын çухатнă 37 çемье шутланать.
Вилнисенчен чи ватти 1895 çулта çуралнă Ершов Порфирий Родионович. Чăнах та вăл хăçан вăрçа кайни, хăçан тата ăçта вилни паллă мар, ун хушамачĕ тĕлне "Судьба неизвестна" тесе çырни çеç пур. Вăрçăран киле таврăннă чи ватă Кушников Алексей Иванович пулнă. Вăл та 1895 çулта çуралнă, вăрçă пĕтнĕ хыççăн тата 15 çул пурăннă, 1960 çулта вилнĕ.
И. ИЛЬИН, Сăкăт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)