10 июня 2015 г.
СĂКĂТРА пурăнакан Федор Александрович Артамонов алă ăсти пирки ял çыннисемпе таврарисем çеç мар, халĕ ĕнтĕ республика çыннисем те пĕлеççĕ. Кун валли вара сăлтавĕ те пур. Харсăр та ĕçчен, пултаруллă та пуçаруллă чăваш виçĕ-тăватă çул каялла пурнăçри ырă пулăмсемпе кăтартуллă сюжетсене хăй ăсталакан пĕчĕк пуканесем _ манекенсем урлă _ кăтартма пикеннĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ăста платник алă тупанĕ çинче те шăрпăк курупки евĕр е унтан та пĕчĕк курăнакан кỹлепесене пурне те йывăçран касса калăплать, капăрлатать, сăрлать, кирлĕ çĕрте çыпăçтарать... Нумай пулмасть вăл хăйĕн ĕçĕсемпе республикăра сăрă ăстисен тата йывăçран касса тĕрлĕрен япаласем тăвакансен конкурсне хутшăннă. "Ылтăн" алăллисем пурте Çĕнтерỹ 70 çул тултарнипе çыхăннă экспонатсем тăратнă. Пирĕн ентешĕн ĕçне комисси членĕсем çеç мар, куракансем те пысăка хурса хакланă.
Сăмах май каласан, Федор Александрович хăйĕн ĕçĕсемпе районти акатуйра (июнĕн 12-13-мĕшĕсенче) мастер-класс кăтартасшăн. Çавăнпа та аслă уявра Сăкăт чăвашне шыраса тупса унăн пултарулăхĕпе паллашакан çын пĕрре те ỹкĕнмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)