Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке _ пысăк парне

30 мая 2015 г.

 Районти краеведсем хастар ĕçлени савăнтарать. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытсах тăраççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Чылайăшĕн çỹçĕ кăвакарнă пулсан та кĕнеке калăплама мехел çитереççĕ. Çитĕнекен ăру валли пысăк тупра хăвараççĕ.

Литература çулталăкĕнче Сăкăт ялĕнче пурăнакан И.Н. Ильин Аслă Çĕнтерỹ 70 çулĕ тĕлне вăрçă ветеранĕсене халалласа "Память и памятник" ятлă кĕнеке кăларнă. Автор кĕнекере Сăкăтра вăрçăра пуçне хунă ентешĕмĕрсене халаласа палăк уçнă саманта çырса кăтартнă, хаяр вăрçă пуçланнă тапхăра тишкернĕ.

Палăк уçнăранпа чылай шыв-шур юхса иртрĕ пулсан та кĕнекене вуланă май куç умне çав самант тухса тăрать. Ỹкерчĕксенчи ветерансем чылайăшĕ пиртен уйрăлса кайнă, çапах никам та асран тухмасть. Ара, вĕсем пирĕншĕн, эпир паянхи савăк пурнăçпа киленессишĕн кĕрешнĕ-çке. Сăкăтсем Иван Николаевича çакăн пек парнешĕн пурте тав тăваççĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика