23 мая 2015 г.
Çветтуй Троица праçникĕ умĕн вилнисене асăнма, сăваплă вырăна пуç тайма каймалли кунччен пĕр эрне анчах юлчĕ. Çавна пула ялсенчи масарсем çинче ĕç вĕрени сисĕнет. Сăкăт ял масарĕнче те юр кайичченех хĕрỹ ĕç пуçланчĕ. Ял тăрăх тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем пуçарнипе кунта картасене çĕнетрĕç, хăрнă йывăçсене касса тирпейлесе йĕри-тавра çамрăк хунавсем лартрĕç (ỹкерчĕкре унăн саманчĕ). Çак ĕçсене тума "Красное знамя" ял хуçалăх кооперативĕн тĕп зоотехникĕ, ял тăрăх депутачĕ Юрий Чернов ферма ĕçченĕсенчен ятарлă бригада йĕркелерĕ. 10-15 çын хăйсен фермăри ĕçĕсене вĕçлесен масар территорийĕнче тăрмашрĕç. Юрий Федорович хăй те кашни кун вĕсемпе пĕрле вăй хучĕ. Хисеплĕ ĕçре шкул ачисем те айккинче юлмарĕç. 10-мĕш класра вĕренкенсем сăваплă вырăн йĕри-тавра йывăç-тĕм лартрĕç. Кирек-хăш ĕçе те укçа-тенкĕсĕр тă- ваймастăн. Çакна шута илсе "Красное знамя" кооператив ертỹçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатчĕ Петр Никифоров укçа-тенкĕпе тата масар çинче ĕçлекенсене столовăйĕнче вĕри апат çитерсе пулăшрĕ. Çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Шăмăршă лесничествин ертỹçи Владимир Глухов çамрăк туя йывăççисене пачĕ. Владимир Иванович масар çинчи хăрнă йывăçсене каснă çĕрте хăйĕн опытлă ĕçченĕсене те явăçтарчĕ. Чун тивĕçĕсене туйса ялти 30 çын укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Масарăн малти пайне вара ял тăрăх депутачĕсем: А. Казачков, В. Ершов, А. Анюров хăйсен вăйĕпе тытса çĕнетрĕç. Иртнĕ çул ял администрацийĕн бюджетĕнчи укçапа икĕ тимĕр хапха туса лартни те илем кỹрет. И. Чунчурскине, А. Чиркина, А. Пайдютова, В. Пайдютова, В. Сулугаева, П. Кузнецова, В. Нртие. П. Шапкина, С. Тимкина, В. Львова, Е. Львова, 10-мĕш класра вĕренекенсене Сăкăт ял тăрăх администрацийĕ тата ял халăхĕ çак пысăк та сăваплă ĕçшĕн тав тăваççĕ.
В. СЛАВНИЦКАЯ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)