Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ уявне вырăнсенче анлăн паллă турĕç

13 мая 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине майăн 8-мĕшĕнче районти кашни ял тăрăхĕнчех чыслăн та хисеплĕн, асра юлмалла ирттерсе ячĕç. ТУÇА. Хĕвеллĕ те уяр çанталăкпа киленсе ял тăрăхĕнчи, шкул тата ача сачĕн коллективĕсем, ĕç ушкăнĕсем, ял-йыш чăн малтанах йăлана кĕнĕ йĕркепе ял варринче илемлĕн курăнса ларакан палăк-монумент умне мар, вăрçă синкерлĕхĕ пысăк хуйхă илсе килнĕ Петровсен умне пуçтарăнчĕç. Юбилей çулталăкĕнче "Авангард" хаçат редакцийĕн сотрудникĕ А. Егорова пуçарăвĕпе (вĕсен мăнукĕ пулать) ял тăрăхĕ Кузьма Митрофановичпа унăн виçĕ ывăлне: Димитрие, Николая тата Семена асăнса "Çĕнтерĕве - 70 çул" аллея уçрĕç, митинга пухăннисем пархатарлă ĕçе ырларĕç, аллейăна тата пуянлатса пымаллине каларĕç.

Ирсĕр тăшмана парăнтарма Туçа тăрăхĕнчен 1112 вăйпитти арçынпа çамрăк каччă, хĕрупраç фронта тухса кайнă. Вĕсенчен 541-шĕ çеç тăван яла каялла таврăннă.

Палăк умне митинга пухăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин, район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Г. Каллин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин, А. Каргинпа Г. Рубцов хуçалăх ертỹçисем, ветерансен канашĕн ертỹçи В. Салмин тата ыттисем те Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа саламларĕç. Ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, вилнĕ тăванăмăрсен канлĕхĕшĕн шăп тăчĕç.

НĂРВАШ ШĂХАЛЬ.

Ял тăрăхĕнче вăрçă синкерлĕхне хăйĕн чĕри витĕр кăларнă виçĕ ветеран çеç пурăнать: Авинов Николай Иванович, Раськин Василий Семенович, Яковлев Василий Егорович. Паттăр салтаксен ытларах пайĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ митинга вăрçă тути-масине туйнă хисеплĕ ватăсемпе пĕрлех вăрçă ачисем те, вĕсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те кашни çын чĕрине хускатакан, куççуль кăларакан уява паллă тума пуçтарăннă.

Уява килнисене вăхăтлăха ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н. Михайлова саламланă, хисеплĕ ветерансемпе салтак арăмĕсене, тыл хастарĕсене пысăк чăтăмлăхшăн, çĕнтерỹшĕн тав тунă. Ăшă салам сăмахĕсем çумне районти Пенси фончĕн управлени начальникĕ Г. Синеева, шкул директорĕ В. Платонова, ветерансен канашĕн председателĕ М. Герасимов хутшăнса калаçнă, пурне те янкăр та кăвак тỹпе, мирлĕ пурнăç суннă.

Ĕç коллективĕсем палăксемпе обелисксем умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа выпускниксем таранах парада хутшăннă, капăр колоннăсенчи ушкăнсем вăрçă вăхăтĕнчи юрă çеммипе утса тухнă. Çак кунхинех запасри офицерсем, çуркуннехи призывпа çар ретне тăма хатĕрленекенсем, афганецсемпе чеченецсем асăнмалăх туя йывăççисене лартса хăварнă.

Митинг хыççăн уяв ячĕпе шкулта вĕренекен çăмăл атлетсем старта тăнă, эстафетăра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Сцена ăстисем вара ял-йыша уяв конценчĕпе савăнтарнă. Шкул ачисемсĕр пуçне "Асамат кĕперĕ" тата "Утмăлтурат" ансамбль хастарĕсем çĕнĕ юрăсемпе тыткăнланă.

СĂКĂТ.

Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе митинга уçнă май, пысăк уява пухăннисене малтанах ял тăрăх пуçлăхĕ С. Толстов саламланă. Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ те пысăк мероприятие "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, ялти чиркỹ настоятелĕ Игорь атте, район администрацийĕн представителĕ С. Торговцев, Сăкăтри вăтам шкул директорĕ А. Падусев, "Çăлкуç" ача сачĕн заведующийĕ Н. Нртина хутшăннă, ветерансемпе вăрçă вăхăтĕнчи ытти хастарсене, паттăрсене, ял çыннисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламланă.

Сăкăт ял тăрăхĕнче те паянхи куна вăрçă синкерлĕхне хăйсен куçĕпе курнă, унăн нушине чĕри витĕр кăларнă икĕ ветеранпа 55 тыл хастарĕ çеç пурăнаççĕ. Чыс та, мухтав та вĕсене пурне те! Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика