Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пурăнма пĕлсен хитре

15 апреля 2015 г.

Сăкăтра пурăнакан П. Широкин 1936 çулта çуралнă. Вăрçă умĕн çут тĕнчене килнĕрен унăн йывăрлăхĕсене те, хури-шуррине те самаях курма тивнĕ.

_ Тырри-пулли çителĕклĕ пулманран апачĕ сахалччĕ. Уйран çĕрĕк çĕр улми пуçтарса килсе те çинĕ, çуркунне шĕшкĕ кăчкине те чăмланă. Сакăр çулта чухне вăкăрпа хирте вăй хуракан хĕрарăмсем патне шыв турттарма хушрĕç. Çапнипе те выльăха итлеттерме çукчĕ. Шыв курсан кĕретчĕ те каятчĕ, курăкпа аран-аран илĕртсе тухаттăм, _ тесе аса илчĕ Петр Иванович.

П. Широкин ашшĕ ăшшине те ас тумасть, вăл çамрăклах финн вăрçинче пуçне хунă. Кайран амăшĕ тепĕр хут качча тухнă. Кузьма Николаевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, питĕ тăрăшуллă пулнă. Вăл колхозра кладовщикра вăй хунă, кĕлетсене пăхса тăнă. Мăшăрĕн ачине юратса пăхнă, ĕçлеме хăнăхтарнă.

Çичĕ класс пĕтерсен çамрăк каччă хăйĕнчен 4 çул аслăрах йĕкĕт чĕннипе плугарьте тар тăкнă. Кайран куккăшне пулăшаканни пулнă. Яла хăй тĕллĕн çỹрекен пĕрремĕш комбайн килсен Ф. Кудряшов механизатор ăна хăй патне чĕннĕ. Кайран вара пĕчченех ĕçлеме пуçланă. Çакăн чухне шăпах чунĕшĕн техника питĕ çывăххине туйса илнĕ.

Арçын ачана çуралсанах салтака юрăхлă ỹстĕр, теççĕ. Петр Иванович Чернигов облаçĕнче çар хĕсметĕнче пулать. Унтах шофера вĕренсе тухать. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă каччăна чи яваплă ĕçсене шанса панă. Вăл радиостанци вырнаçтарнă çар машини çинче шофер-электромеханикра тăрăшнă. Службăна лайăх пурнăçланăшăн П. Широкин 12 хутчен тав хучĕ илме тивĕçнĕ. Шел пулин те, вăл тăван çĕршыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă чухне амăшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.

Çартан таврăнсан хастар яш, трактор-машинăна лайăх пĕлнĕ пулин те, ăсталăхне тата лайăхрах ỹстерес тĕллевпе Канашри ял хуçалăх механизацийĕн шкулне вĕренме кĕнĕ. Кунта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă Сăкăт каччи, çавăнпах ăна училищĕрех юлма сĕннĕ. Анчах Петр Ивановичăн чунĕ тăван тăрăхах, техника патнех туртăннă.

Яла таврăнсан виççĕмĕш кунхинех яш тракторист пулăшуçинче вăй хума пуçланă.

_ Эпĕ килнине пĕлнĕ те трактор бригадин бригадирĕ мана мотоциклпа пырса лартса кайрĕ. Малтан пулăшуçăра, кăшт вăхăт иртсен хам тĕллĕн ĕçлеме пикентĕм. 33 çул хушшинче мана виçĕ хутчен çĕнĕ "Беларус" трактор шанса пачĕç. Кайран Т-150 килчĕ, унпа та эпех çỹрерĕм, _ тет ĕç ветеранĕ.

Тăрăшса вăй хунăран, хушнине яланах тирпейлĕ пурнăçланăран Петр Иванович колхозра чи лайăх механизатор пулнă. Руль умĕнче ларнă чухне вара юрă хыççăн юрă шăрантарнă. Салтакра та кĕвĕ пуçлаканни пулнă вăл, концертсене те хутшăннă.

Çут тĕнчере кайăксем те, чĕр чунсем те мăшăрпа пурăнаççĕ. Петр Иванович кăмăлĕпе ырă, юрра кăмăллакан хĕрпе, хăйсенчен 4 кил урлă пурăнакан Клавдия Алексеевнăпа пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем чи пархатарлă ĕçе _ ачасене тĕрĕс-тĕкел, лайăх воспитани парса, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян пулма вĕрентсе ỹстерессине _ туллин пурнăçланă. Ашшĕ ялан ĕçре пулнăран тăватă ывăлĕпе икĕ хĕрне ытларах амăшĕн ăс-тăн пама тивнĕ. Ачисем: "Анне пире çирĕп тытнă, тавах ăна çакăншăн", _ теççĕ.Телейлĕ мăшăр 60 çула яхăн пĕрле килĕштерсе пурăнать. Ачисем те, мăнукĕсем те вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ.

Р. ДЕМЕНЦОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика