Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУННĂ çУРАТСА, ПĕР КИЛТЕ ÿСТЕРСЕ...

06 февраля 2013 г.

Каçхине çунă кăпăш шурă юр пÿрт умĕпе картишне мамăк тÿшек сарнă евĕрех. Кăвак çутă та килмен-ха. Килĕнче пĕчченех кун кунлакан Лидия Ивановна Артамонова, ялтилле Лидя аппа, вара ура çинче ĕнтĕ. Пит-куçне çуса тумланчĕ те уçă сывлăша тухрĕ. Вара пир кĕпе çинчен çурăм ăшши уртса янăскер, мăшăрĕ ăсталанă çăмăл кĕреçепе картишне юртан тасатма пикенчĕ. Ытла та алли-ури ăстаччĕ-çке Федор Петровичăн. Кил-çурт таврашĕнче кирлĕ ĕç хатĕрĕсене пурне те хăй тытса тăватчĕ. Каланкка-кăмака çавăрас енĕпе те маçтăрччĕ. Шел, кун-çулĕ кĕскерех пулчĕ. Мĕн пур тиеве Лидия Ивановна çине хăварчĕ. Шăпа пÿрнинчен иртейместĕн ĕнтĕ. Ашшĕ те пурнăçран ир уйрăлнă Лидя аппан.

Тăххăрмĕш теçеткене ваклать пулин те вăр-вар ял хĕрарăмĕ. Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерĕн хул-çурăмĕ çирĕп шăнăрлă. 13-ре чухнех куршанак çыпăçнă ун çумне. Амăшĕ хĕрне хăйпе пĕрле тыр вырма илсе кайнă. Ÿкнĕ каçалăка çынпа тан вĕçлес тесе миçе хутчен çурлапа пÿрнине каснине шутласа та пĕтерес çук. Çак хăнăху вара пурнăçра Лидия Ивановнана çирĕп чунлă, харсăр ÿссе çитĕнме пулăшнă. Вырăс классикĕн пĕр сăввинчи евĕр, çÿрен ута чарма та, çунан çурта кĕме те пултарайнă хĕрарăм.

Вунă ача çуратса ÿстернĕ вăл мăшăрĕпе. Ăрăва малалла тăсакансем амăшне асра тытса уяв кунĕсенче яланах тĕп киле пуçтарăнаççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем саккăршарăн сак туллин ларсан та пилĕк вăрăм сак кирлĕ. Вĕсене вара аслашшĕ-кукашшĕ каллех хăй виличченех ăсталаса хăварнă.

Ял çинче ырă ятлă Артамоновсен йăхĕ. Кирек хăшĕ çурт-йĕр çĕклес тесен те, тăван-пĕтен нимене кăшăлах пуçтарăнать. Кирпĕч хуракан та, купалакан та, ăшă системине кĕртекен те, кăмака çавăракан та пур вĕсен хушшинче. Кăмаки-кăмакипе кукăльне пĕçерсе, сĕт-турăх йăтса килекен, хăмлаллă сăрине вĕретекен те тупăнать. Çуркунне никĕс ярсан, кĕркуннене мăрьерен тĕтĕм кăлараççĕ. Ĕç йĕркине вĕрентсе пыраканни вара кашнинчех амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕ пулать. Ватăран никам та иртеймест.

– Эх, тепре çеç пуласчĕ манăн, тепре çеç вунçиччĕре, – тет вара Лидия Ивановна хăш-пĕр чухне шÿтлесе. – Ĕçлеме ÿркенмесен, пурнăçа тытса пыма пулатех халĕ. Вăхăтĕнче манăн мăшăр туй кĕрекине салтак кĕпипех ларнăччĕ. Амăшĕсĕр ÿснĕ пулсан та ĕçпех чапа тухрĕ. 20 çул фермăра лашапа çÿрерĕ. Хуçалăхри сысна, пăру витисене, ытти хуралтăсене тунă çĕре те хутшăннă. Шутсăр тирейлĕччĕ Федя. Улмисем те йывăççинчен аякка ÿкмерĕç пулас. Хутпа ĕçлеме те, техника çÿретме те маçтăр мар-и,– кăмăллăн калаçать Лидя аппа.

Паян вара сумлă ватă çич енчен килекен кашни ачине кирек хăçан та кĕтсе илме хатĕр. Йĕкĕрешсенчен пĕри яла тĕпленнĕ. 38 çул дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Нина вăл. Зинаида, Николай, Люба тĕп хуламăра тымар янă. Вера, Владимир (ялта), Антонина Патăрьелĕнче пурăнаççĕ. Калининграда çити кайнă Еленăпа Мускаври Надеждăн çулĕсем инçерех. Мария вара тăванĕсенчен иртерех уйрăлчĕ. Ытлă-çитлĕ, çемьеллĕ пурнăçпа пурăнаççĕ ыттисем пурте. Вĕрентекен те, воспитатель те, сывлăх хуралçи те, плотник та, столяр та пур вĕсен хушшинче.

18 çул мăшăрсăр пурăнать пулин те, Лидия Ивановна çурт-йĕрне тĕреклех тытса пырать. Хальхаççăн кăна чÿречесене пластикран ларттарнă, картисене çĕнĕрен тыттарнă. Çу каçипех пахчара тăрмашать вара ватă. Хур-кăвакалне икшер ушкăн та çитĕнтерет. Çуллахи илем хĕллехи вăхăта пÿрте куçать. Пĕр кăрлачран пуçласа тепĕр кăрлаччен черетленсе çеçке çуракан чечексем те пур унăн пÿртре.

Ĕçшĕн панă хисеп хучĕсем, “Ача амăшĕ героиня” орден, ытти паха хутсем те тирпейлĕн упранаççĕ. Малашне те ырлăх-сывлăх, телей сире, Лидия Ивановна!

.

Сăкăт ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика