11 апреля 2015 г.
П. Н. НИКИФОРОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ: "Йывăр вăхăтра влаçпа пĕрле пулмалла"
"Красное знамя" хуçалăха çирĕм çул ытла тытса пыракан ертỹçĕне район хаçатĕнче пĕрре мар сăмах панă-ха. Петр Николаевичпа кооператив ĕçĕ-хĕлĕ, унăн аталанăвĕ, малашлăх плансем пирки сахал мар калаçнă. Хальхинче вара ăна редакци тĕпелне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май йыхравларăмăр. Тăватă çула яхăн республика шайĕнчи пысăк "лава" кỹлĕннĕ халăх тарçи паян хăйĕн суйлавçисемпе мĕнле ыйтусем хускатасшăн-ши? Халăхпа çеç мар, влаç органĕсемпе мĕнле çыхăну тытса ĕçленĕ? Тĕпрен илсен çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусем тавра çыхăнчĕ те пирĕн калаçу.
_ Вăхăт чуппи чараксăр, вăл çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Петр Николаевич, Сире темиçешер созыв Сăкăт ял тăрăх, район Пухăвĕн депутачĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ пулнине те лайăх ас тăватăп. Тăрăшулăхăрпа тỹрĕчунлăхăра кура муниципалитет органĕнче те картлашкапа çỹлерех те çỹлерех хăпарнине мĕнпе çыхăнтаратăр?
_ Чăн малтанах çакна панă сăмаха тытма пултарнипе сăлтавласшăн. Влаç органĕнчи яваплă çынсемпе пĕр чĕлхе тупса тăрăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ытти вара йăлтах хамăртан килет: ĕçре çĕнĕ меслетсем, хушма вырăнсем шырани, тăрăшакан çынна кирлĕ пек хавхалантарни, вăхăтра тата пĕчĕкех мар шалу тỹлени... Çĕр ĕçченĕпе ертỹçĕ хушшинчи икĕ енлĕ килĕшĕве тỹрĕ кăмăлтан пурнăçласа пыни, халăх шанăçне кĕни шăпах патшалăх шайĕнчи çăмăл мар тиеве туртма хистерĕ те. Ытти депутатсем пекех эпĕ те Патшалăх Канашĕнче икĕ комитетра: пĕри _ социаллă политика тата наци, тепри _ экономика политики тата агропромышленноç комплексĕпе экологи ыйтăвĕсем.
_ Халăхшăн пĕлтерĕшлĕ проблемăсене кун йĕркинче сỹтсе явнă чухне депутатсем хушшинче шухăшсем йỹпленни час-часах пулать-и?
_ Халăхра çĕр çыннăн çĕр шухăш теççĕ. Залра ларакансенчен тĕрлĕрен парти представителĕсем пулнине кура ыйтусене вăрахрах сỹтсе явнă тĕслĕхсем пулаççĕ, анчах та пĕтĕмĕшле илсен чылай чухне сессисенче те йышăнусене пĕр саслăн тенĕ евĕр йышăнатпăр. Çакă, паллах пирĕн правительство, влаçра ларакансем тĕрĕс çул-йĕрпе пырса халăхшăн ырă ĕçсем, йышăнусем тунине çирĕплетет. Социаллă ыйтусемпе илес пулсан, иртнĕ çул пĕлтерĕшлисенчен пĕри хĕрарăмсене тата арçынсене "Ĕç ветеранĕ" ята парассине икĕ çул çурă таран чакарни. Вăл кăçалхи июль уйăхĕнчен вăя кĕмелле.
Тăлăх ачасене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтупа та нумай ĕçлерĕмĕр. Бюджет укçине кирлĕ пек уйăрнă чухне депутатсен витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ пысăк. Маларахри çулсенче культура, вĕрентỹ, медицина ĕçченĕсен шалăвĕсем ỹснинче те пирĕн сăмах çирĕп пулчĕ.
_ Петр Николаевич, аграри каçалăкĕнче Эсир районта пĕр "пăт тăвар" çисе янă хуçалăх ертỹçисенчен пĕри. Çавна курах-тăр Сире çав комитетра та ĕçлеме шаннă. Ку тĕлĕшпе хăш енĕпе "пăр тапранчĕ" тесе çирĕплетме пултаратăр? Çĕр ĕçченне патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшу çителĕклĕ пек-и?
_ Пуртă авринчен нихăçан та шĕшлĕ аври пулмасть. Патшалăх ял хуçалăхĕпе производствăна витĕмлĕ тимлĕх уйăрмасăр ытти отрасльсем те туллин аталанаймаççĕ. Çавăнпа та пĕрне алă тăсса теприне чышса яни вырăнсăр. Хальхи вăхăтра пирĕн республика дотациллĕ шутланать пулин те аграрие май пур таран пулăшать, ĕçлекен, тăрăшакан, çĕнĕлĕхсене хапăл тăвакан хуçалăхсене субсидисемпе те саплаштарать-ха. Çак сăлтавпа пирĕн Республика Пуçлăхне, правительствăна пуç таймалăх пур. Çапах та çĕршыв шайĕнче пирĕн отрасле тимлĕх сахал-ха, çĕр çинче ĕçлекенсене пулăшу ытларах кирлех.
_ Эпир пĕлнĕ тăрăх, Эсир ертсе пыракан хуçалăхра иртнĕ çул патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пикеннĕ строительство платформисенче ĕç вĕрерĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
_ Пĕлтĕр патшалăх паракан çăмăллăхпа 200 ĕне вырнаçмалăх ĕне витине тата çĕрулми управне хута ятăмăр. Сăмах май каласан, çĕршыв экономики йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ тапхăра пăхмасăр эпир çулталăк вĕçне сăвакан ĕнесене çеç виççĕр пуçа çитересшĕн. Кун валли пирĕн мĕнпур услови çителĕклĕ: хальхи вăхăтра пушмак пăру çеç 150 шутланать, выльăх апачĕ пур, кадрсем шанчăклă.
_ Петр Николаевич, кадрсем, специалистсем шанчăклă тенине мĕнпе сăлтавлатăр? Хальхи вăхăтра чылай хуçалăхсенче ĕçлеме тухакана малтан шур çĕлĕкпе пуççапмаллине калаççĕ... Унтан тин ăна ỹкĕте кĕртме пулать-мĕн.
_ Çакăн пек калаçу пуçарсан эпĕ яланах хамăрăн несĕлĕмĕрсем вăрман касса çĕр тунине, унта алă вăйĕпех хăйсене тăранса пурăнмалăх тырă-пуллине çитĕнтернине тĕслĕх вырăнне хурса калатăп. Халĕ вара? Çирĕмпĕрмĕш ĕмĕрте хирте хуçаланакан хурçă утсен вăйĕпе, гербицидсемпе усă курса кирлĕ пек культура çитĕнтермесен пире намăс та. Хальлĕхе эпир ял хуçалăхĕнче ура çинче çирĕп тăратпăр тесех каласшăн. Пĕлтĕр çеç шалу вуникĕ процент ỹсрĕ. Ĕççи вăхăтĕнче механизаторсем вăтăр пин ытла та ĕçлесе илеççĕ. Унсăр пуçне хушма хавхалантарăвĕ те пур _ тырă, утă-улăм...
_ Сирĕн ĕçри çитĕнỹсем пурне те савăнтараççĕ. Малашне те ăнăçу пултăр.
Çапах та паянхи кун Пашалăх Канашĕн депутатне ытларах мĕн пăшăрхантарать-ши?
_ Юлашки çулсенче ялсенче ĕçкĕ-çикĕ серепине çакланнă çынсем нумайланни чуна ыраттарать. Вĕсем хушшинче арçынни çеç мар, ача амăшĕсем, çамрăксем пулни пушшех шухăша ярать. Эрех ĕçекенсемпе, ирĕклĕ пурнăçа хапăллакансемпе ăнăçу, çитĕнỹ тума е малашлăх пирки планлама май çукки вара каламасăрах паллă. Çавăнпа та чăн малтан патшалăх шайĕнчен пуçласа ял тăрăхĕсемпе общественноçăн, депутатсемпе ытти хастарсен çак ыйтупа çанă тавăрма вăхăт çитнĕ тесе шутлатăп. _ Пĕр-икĕ сăмах çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки каласа хăвараймастăр-и?
_ Ака-суха, вырма ĕçĕсем кашни çулах чăрмавсăр иртмеççĕ. Турă пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе кăçал та кашни лаптăк çĕр çинчех тырпул никĕсне хурса хăварасшăн. Ĕççине пахалăхлă та вăхăтра ирттерсе яма мĕнпур услови çителĕклĕ: супер-элита вăрлăхсем кỹрсе килнĕ, удобренисем ытлă-çитлĕ, техника шанчăклă... Кадрсем пирки вара паçăрах асăнтăм. Урăхла каласан, кашни çын хăйĕн вырăнĕнче тăрăшса, яваплăхпа ĕçлесен çеç кĕр мăнтăр пулĕ, хĕл тутă иртĕ. Йывăр вăхăтра вара влаçпа пĕрле пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
_ Тавах уçă калаçушăн. Ĕçĕрте ăнăçу, çитĕнỹ пултăр.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)