01 апреля 2015 г.
Сăкăтри ача сачĕ тулли пурнăçпа пурăнать. Мĕнле мероприяти çеç ирттермеççĕ кунта. Ку хутĕнче вара çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕн пуçарăвĕпе Н. Нртина заведующи "Маттур аннесем" конкурс ирттерчĕ. Чăннипех пултаруллă иккен хĕрарăмсем. Вĕсем тутлă апат пĕçерме те, ĕне сума та, мода кăтартма та, юрлама-ташлама та, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама та пултараççех. Конкурса хутшăннисем кашнийĕшĕ тĕрлĕ номинацие тивĕçрĕ.
Анне
Кам вăл анне?
Пурте пĕлетпĕр
Анне вăл пирĕншĕн хакли,
Чи илемли вăл, чи хитри,
Чи сăпайли, чи хисепли,
Чи ĕçченни, чи матурри,
Чи ырри, чи кăмăлли,
Чи чăтăмли, чи патварри.
Анне _ юлташ, чи шанчăкли
Çемье тĕрекĕ, çурт ăшши!
Чи кирлĕ çын вăл, чи чапли!
Анне, эс пурăн ĕмĕр сывă,
Саншăн пултăр хĕвел çути.
Çĕр çинче эпир пурришĕн
Тайма пуç çĕре çити.
Пĕрремĕш мăнук
Пирĕн пĕчĕк мăнука
Кам юратмĕ тупата?
Вăл матур, вăр-вар, илемлĕ,
Пукане пекех тирпейлĕ.
Йăл кулаççĕ тутисем,
Пат шăтаççĕ пичĕсем.
Илĕртеççĕ хăй патне,
Хăмăр тĕслĕ куçĕсем.
Савăнтарать вăл пире,
Кукамай-кукашшĕне.
Юрă-ташă, сăввипе
Пирĕн пĕчĕк "пукане".
Мунча ăшши _ чун уççи
Хутса ятăм мунчана
Канмалли кун каçпала
Кирĕксенчен тасалма
Çан-çурăма кантарма.
Мунчалапа милĕке
Хул хушшине хĕстерсе,
Кайрăм вĕри мунчана
Чир-чĕрсенчен сывалма.
Пысăк алтăрпа шывне
Чашлаттартăм чул çине.
Пăсĕ тухса тулнипе
Мунча тулчĕ ăшшипе.
Милĕк хам çинче ташлать
Чунăма савăнтарать
Саккăрла та çаптарать
Çан-çурăма кантарать.
Милĕкпеле çапăнса
Пуç тăрăх шывне ярса,
Веçех вăй-халтан кайса
Выртрăм пăлтăра тухса.
Çан-çурăма кантарса
Пыллă сăрана сыпса
Хама-хам çăмăл туйса
Тепре кĕтĕм çапăнма.
Ромео НЯГИН Çĕньял.
Пурăнар килĕшỹре
Турри çырсан этеме
Мĕн курасса кĕтмелле.
Ỹссе çитсен, яш-хĕр пулсан
Çамрăксен пĕрлешмелле.
Пĕрне-пĕри сума суса,
Пĕр сăмахра пулмалла.
Арлă-арăм килĕшỹре
Ача-пăча пăхмалла.
Çĕр çинче эпир ик ĕмĕр
Нихăçан та пурнас çук.
Леш тĕнчене кайсассăн
Пĕрне-пĕри курас çук.
Л. НАДИНА воспитатель. Сăкăт ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)