14 марта 2015 г.
СĂКĂТ ял тăрăхĕнче çуркуннехи пĕрремĕш уява пысăк кăмăлпа ирттерсе янă. Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче культура учрежденийĕнче халăх пукане театрĕн режиссерĕ В. Кузнецова пуçарăвĕпе йĕркеленĕ "Супер асаннесем" конкурс куракансемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Сцена çине тухнă асаннесем çак пысăк ялта чăнласах та чи матуррисем пулнине куракансем тăвăллăн алă çупнинчен те паллă пулнă. Хисеплĕ тỹре членĕсем вара конкурса хутшăннă ултă хастар валли те тивĕçлĕ ят тупнă: Н. Нрти _ "Сăпайлă асанне", Е. Калькина _ "Ĕçчен асанне", В. Кузнецова _ "Тарават асанне", Л. Глухова _ "Хăюллă асанне", Л. Надина _ "Ăста асанне", Е. Кузьмина _ "Маттур асанне".
Ку чухне кирек мĕнле уява та кăмăллă та кăсăклă ирттерсе ярас тесен укçа-тенкĕ енĕпе те тăкакланмаллисем нумай. Культура ĕçченĕсен çак йывăрлăхне В. Ершовпа Н. Лепешкин хастарсем, "Красное знамя" хуçалăх правленийĕ хăй çине илни те çак кун ял халăхне чун-чĕререн савăнма май панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)