Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕпе

21 февраля 2015 г.

 Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитет. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнисенчен чылайăшĕ пирĕнпе юнашар мар ĕнтĕ. Сăкăтра пурăннă Петр Сергеевич Красников ветеран та 1993 çултах йывăр суранĕсене пула куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Чĕрĕ-сывă чухне вăрçăри çапăçусем пирки ачисене час-часах каласа панă.

1922 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче çуралнă Петр Сергеевича 1942 çулта вăрçа кайма ят тухать. Çамрăк каччă Ржев хули патĕнчи Калинин фронтне лекет. Анчах кунта фашистсене хирĕç нумай çапăçаймасть _ аманать. Ăна госпитале яраççĕ. Унтан сывалса тухсан тепĕр хут аллине пăшал тытать. Хальхинче çамрăк чăн-чăн вут тамăкне _ Курск пĕкки патĕнче пынă хĕрỹ çапăçусенчен пĕрне _ лекет.

"Икĕ уйăх оборонăна хатĕрленсе окопсем чаврăмăр. Июлĕн 5-мĕшĕнче тăшмансем пирĕн çине тапăнчĕç, бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Пирĕн ротăран нумайăшĕ вилчĕç" тесе каласа паратчĕ пире атте", _ тет Петр Сергеевичăн Валерий ывăлĕ.

Шăпах çакăн чухне салтак вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă. Çуралнă чухне Петр Сергеевич кипкепех çут тĕнчене килнĕ-тĕр. Ротăна пытарма килнĕ ятарлă ушкăн ĕмĕрлĕх канăç тупнă çынсен аттисене сывă юлнисем валли хыва-хыва илнĕ. Ăнсăртран пĕри П. Красниковăн ура пỹрни вылянине асăрханă. Шăтăка пăрахма хатĕрленĕскере, госпитале ăсатнă. Çав вăхăтра тăванĕсем хурлăхлă хыпар _ Петр Сергеевич вилнине пĕлтерекен çыру _ илнĕ. Килĕнче 20, 40 кунĕсене, çур çулне асăннă. Вăйлă контузи пулнăран каччă хăй сывă, чĕрĕ иккенне пĕлтерсе çыру та çырайман. Кăшт вăй кĕрсен çеç хыпар ярать. Курганти госпитальте 9 уйăх сипленнĕ хыççăн тепĕр хут салтак аттине тăхăнса строя тăрать.

Иккĕмĕш Белоруси фронтне лекет, тăшмана тăван çĕр-шывран хăвалама пуçлать. Польшăра пăрпа хупланнă Висла юхан шывĕ урлă каçнă çĕре хутшăнать. Татах тепĕр хут аманать. Петр Сергеевич çĕнтерĕве Германинчи Росток хулинче кĕтсе илнĕ. 1945 çулхи кĕркунне П. Красников тăван ялне таврăнать.

Тепĕр çулталăкран Сăкăт хĕрĕпе, Мария Архиповнăпа, çемье çавăрать. Вĕсем 7 ачана кун çути парнеленĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика