18 февраля 2015 г.
Сăкăтри вăтам шкулта 9 класра ăс пухакан, Кзыл Камышра пурăнакан И. Якупов чылай ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче. Ильяс вĕренỹре "5" тата "4" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, çав вăхăтрах спортра та çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Виççĕмĕш çул вăл армспортпа _ алă вăйне виçессипе _ интересленет.
_ Спортпа мана атте туслаштарчĕ. Вăл хăй те çамрăк чухне спортсмен пулнă, çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. Халь манăн тренер. Эпир унпа час-часах "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне сывлăха çирĕплетме çỹретпĕр, _ тет çамрăк каччă. Канашсемпе, сĕнỹсемпе Ф. Чабатов та нумай пулăшнине палăртрĕ.
Кĕске тапхăртах Ильяс республика шайĕнче палăрнă. Вăл виçĕ хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă. Иртнĕ çулхи ноябрьте спорт мастерĕн кандидатне хỹтĕленĕ, Атăлçи федераци округĕн чемпионĕ ятне илнĕ. Хальхи вăхăтра И. Якупов Мускавра иртекен чемпионата кайма хатĕрленет.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)