Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул кашни çыншăн уçă пултăр

31 декабря 2014 г.

Юлашки вăхăтра патшалăх инвалидсемпе пĕр вырăнтан теприне куçса çỹреме йывăр ушкăнти çынсене тĕрлĕрен социаллă объектсене, шкулсене, магазинсемпе спорт комплексĕсене тата ытти çĕре те кĕрсе тухма кирлĕ условисем туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать çеç мар, ку тĕлĕшпе çирĕп ыйтать те. Çакнашкал ĕçсене йĕркелесе, тирпейлесе тăма пирĕн районта та ятарлă комисси туса хунă. Графикпа килĕшỹллĕн ĕç ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене, ытти организаци-учрежденисене тухса условисене тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме асăрхаттарса хăвараççĕ. Нумай пулмасть район администрацин ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Наталия Федоськина вырăнти специалистсемпе пĕрле Сăкăт ял тăрăхне кĕрекен тĕрлĕрен ĕç объекчĕсенче пулчĕç, коляскăллă çынсем валли кĕрсе çỹреме мĕнле условисем туса панипе паллашрĕç.

Асăннă ял тăрăхĕ пĕр ялтан çеç тăрать пулин те йышĕпе пĕчĕкех мар. Кунта яла капăр сăн кỹрекен çуртсенчен пĕри _ çĕнĕ шкул. Рейд бригади вĕренỹ учрежденийĕ пирки нимĕнле асăрхаттару та курмарĕ. Проектпа тунăскерте, сусăрсене вĕренме те, канма та мĕн пур услови çителĕклĕ. Унпа юнашарах ял поселенийĕ вырнаçнă çуртра вара тĕрлĕрен кантур ĕçлет: кооператив, ял клубĕ, библиотека, перекет банкĕн филиалĕ, участковăй служби... Пĕр çурт тăрринче хỹтлĕх тупнă ĕç вырăнне инвалид пĕр-пĕр сăлтавпа кĕрес тесен вара нимĕнле услови те çук. Иккĕмĕш хута тимĕр пусмасемпе коляскăллă çын хăпарайманни паллă ĕнтĕ. Алăк çинче сигнал паракан кнопка пулсан та мĕн пур çитменлĕхсене сирсе яма пулăшатчĕ темелле те... Сăмах май каласан, çакнашкал кнопкăна аякранах кивĕ курăнса ларакан почта çурчĕн алăкĕ çине çапса хунă-ха. Анчан вăл ячĕшĕн çеç пулчĕ-тĕр _ сассине памарĕ. Çапла вара сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсем хăйсен ыйтăвĕпе çыхăну уйрăмне килсен те "шлагбаум" темелле.

Рейд вăхăтĕнче ялти врач амбулаторине, ача садне, райпон тата уйрăм çынсен лавккисене те çитрĕмĕр. Кунта та савăнмаллиех пулмарĕ. Урăхла каласан, уйрăмах тимлĕх кирлĕ çынсен нушипе çыхăннă ыйту кунта хальлĕхе уçă юлать-ха.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика