Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăç иртнине сисместпĕр те…" _ теççĕ

10 декабря 2014 г.

 Сăкăтра пурăнакан Вера Федоровнăпа Николай Алексеевич Славницкийсем. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ỹснĕскерсем мĕн ачаран ĕç патне çыпçăннă. 1981 çулта юратакан икĕ чĕре пĕрлешсе çемье çавăрнă. Уйрăлса тухса çурт лартнă. Çамрăк мăшăр иккĕшех хăма саваланине кỹршĕсем тăтăшах курса тăнă. Николай Алексеевичăн ăста алли пỹрт-çурт çавăрнă чухне канма пĕлмен. Хăйсен çывăх тăванĕсемпе пĕрле ĕçлесе хута янă вĕсем кермен пек çурта. Ял хуçалăх академинче вĕренсе инженер-механик специальноçне илни те хуçалăха тĕрĕс тытса пыма пулăшать ăна. Çемье пуçлăхĕ чылай çул "Красное знамя" хуçалăхра вăй хурать.

Вера Федоровна та колхозниксен çемйинче çуралса ỹснĕскер Улатăрти совхоз-техникумра бухгалтер профессине вĕренсе пĕтерсен хула таврашне каяс темен, тăван ялтах ĕçлесе пурăнма тĕв тунă. Малтанласа колхозра учетчицăра вăй хурать, кайран бухгалтера куçать. Ун чухне колхоз председателĕнче вăй хунă П. Казачков ăслă та сăпайлă çамрăка шкулта вожатăй кирли пирки пĕлтерет. Пилĕк çул шкулта аслă пионервожатăй пулса çитĕнекен ăрăва хăйĕн тĕслĕхĕпе ыррине вĕрентет.

Федор Михайловичпа Ольга Федоровна Бахитовсем аслă хĕрне пур енĕпе те тĕрĕс воспитани панине ял халăхĕ курса тăнă. Çавăнпах пуль ĕнтĕ ăна пуçлăхсем ял тăрăх администрацине ĕçлеме сĕннĕ. Вера Федоровна 1991 çултанпа çăмăлах мар лава туртать. Çак хушăра миçе справка, миçе ял хуçалăх кĕнеки çырман-ши унăн алли! Пĕр хушăра пĕрлешекен мăшăрсене те ялтах çырăнтарнă тапхăр пулчĕ, ун чухне ку ĕçе ял тăрăх тĕп специалисчĕсем пурнăçлатчĕç.

Вера Федоровна та чылай çемьене саламласа çырăнтарнă.

Сăкăтра 661 хуçалăх, 2038 çын пурăнать. Ял тăрăх специалисчĕ кашни çемьене паллать, вĕсем мĕнле пурăннине пĕлсе тăрать. Хăй патне килнĕ çынна сăпайлă кĕтсе илсе унăн ыйтăвне татса пама тăрăшать, çакăншăн хисеплеççĕ те ăна Сăкăтсем. Славницкийсем ялта иртекен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ, иккĕшĕ те кунти халăх хорĕн участникĕсем. Час-часах сцена çинче Вера Федоровна хăйĕн шăпчăк сассипе куракансене савăнтарнине курма пулать.

33 çул алла-аллăн тытса, пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ вĕсем. Çак юрату çимĕçĕсем вĕсен _ икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ. Вĕсем те ура çине тăнă ĕнтĕ, пурте аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ. Асли Алексей _ полици майорĕ, Çĕнĕ Шупашкарта çемйипе пурăнать. Сергей _ мастер-технолог, Шупашкарта тĕпленнĕ. Оля хĕрĕ те тĕп хуламăрта банкра вăй хурать. Уявсенче ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕн килне пуçтарăнаççĕ, пỹрт савăнăçпа тулать. Вĕсемшĕн тăрăшсах усраççĕ те картиш тулли выльăхне, сад тулли вĕллисене Николай Алексеевичпа Вера Федоровна. "Эпир выльăхсене пăхнă хушăра картишĕнче юрла-юрла, калаçса пĕрле ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕр ĕç пуçличчен малтан сỹтсе яватпăр. Шел, çулсем хăвăрт иртеççĕ, ватăлса пыратпăр", _ тет Вера Федоровна. Нумай пулмасть 55 çул тултарчĕ вăл. Сăнĕпе те, кĕлеткипе те хăйĕн çулне параймăн ăна. Çамрăк чухнехи пекех хитре тăрать вăл. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă чухне пурнăç кустăрми хăвăрт çаврăннă пек туйăнать пуль çав.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика