Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч темăпа

11 октября 2014 г.

 "Çул çинчи хăрушсăрлăх" уйăхлăха хутшăнса тата шкул ачисене çул çинче тимлĕ пулма хăнăхтарас, харпăр хăй пурнăçне упрама вĕрентес тĕллевпе Сăкăт шкулĕн 5 класĕнче "Хамăра инкек - синкекрен сыхлар" темăпа калаçу иртнĕ. Класс ертỹçи пиллĕкмĕшсене çул çинче шкул ачин хăйне еплерех тĕрĕс тытмалли пирки каласа ăнлантарнă, мĕн пĕлнине тĕрĕс хаклас тĕллевпе ыйтусем те панă. Ачасем çул-йĕр правилисене пĕлеççĕ пулин те тимсĕр- лĕхе пула инкеке лекме пултарас хăрушлăх питĕ пысăк. Тата халĕ кашни шкул ачин тенĕ пекех килте велосипед е скутер пур. Хăюллăраххисем ашшĕ-амăш машини рулĕ умне те савăнсах кĕрсе ларма пултараççĕ. Çавăнпа та ку актуаллă темăпа класс сехечĕсем час-час ирттерни, ашшĕ-амăшĕ умĕнче çак ыйтăва хускатни питĕ вырăнлă. Хамăра инкек-синкекрен сыхлар! Н.ТИНЮКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика