Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, ялта та _ хисепре

04 октября 2014 г.

Ялти кашни çемьенех, ачине, хушамата тата хушма ята, ăçта пурăннине, вĕреннине асра тытса тăрать вăл. Сăмахăм ман Сăкăт ял тăрăх администрацин специалисчĕ Алиса Тинюкова (ỹкерчĕкре) çинчен.

32 çул ĕçлет вăл çак ĕçре. 1977 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Мускаври механикăпа технологи техникумне вĕренме кĕрет. Дипломне илнĕ хыççăн "Большевик" фабрикăра 5 çул вăй хурать. Анчах та ял хĕрне шавлă хула йăлăхтарать, çамрăк чун тăван яла туртать. 1983 çулта вăл килне таврăнать. Малтанласа ял советĕнче счетовод-кассирта ĕçлет, каярахпа пуçлăхсем çамрăк хĕре секретаре лартаççĕ. Çак хушăра 5 ертỹçĕ улшăннă, çапах та ăслă-тăнлă чиновник пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă, килĕштернĕ. Пĕр вăхăтра секретарь ача пособине парассине тата çар учет ĕçне те пурнăçланă. Пур ĕçе те тĕплĕ, вăхăтра тума тăрăшнă Алиса Николаевна. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Хисеп хучĕсен шучĕ пысăк, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Çемьере те маттур кин, ĕçчен мăшăр, çепĕç анне тата кукамай вăл. Мăшăрĕпе _ Николай Ивановичпа _ 1982 çулта пĕрлешсе виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ Елена _ педагог, Петропавловск хулинче пурăнать. Марина вара Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕçĕнни, Оля, фармацевт дипломне илсе районта вăй хурать. Мария мăнукĕпе савăнаççĕ Тинюковсем. Ялта е районта иртекен мероприятисенче вĕсене яланах курма пулать. Хăйсен хитре юррисемпе савăнтараççĕ халăха. 2004 çулта республикăри "Çулталăк çемйи" конкурса хутшăнса Шупашкарах çитме мехел çитернĕ.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ. Ваттисемпе те шăкăлтатса кăна пурăнаççĕ вĕсем. Николай Ивановичăн ашшĕн аппăшĕпе, Роза аппапа 32 çул пĕрле, пĕр çемьере. Йыснăшĕпе те килĕштернĕ, шел те, Георгий Михайлович 4 çул каялла çĕре кĕнĕ. Çак кунсенче Алиса Николаевна 55 çул тултарчĕ. Сăнĕпе те, пĕвĕпе те пенсионер тесе калама хĕн ăна.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика