24 сентября 2014 г.
Сывлăх чи хаклă пуянлăх иккенне халь аслисем кăна мар, ачасем те лайăх пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен, шкулта вĕсене харпăр-хăй сывлăхне упрамалли çинчен уроксенче те, класс тата ун тулашĕнчи иртекен ытти тĕрлĕ мероприятинче те ăнлантараççĕ, сĕнỹ-канаш параççĕ, конкурссем-ăмăртусем, акцисем ирттереççĕ.
Ку хутĕнче Сăкăтри вăтам шкулта шурă халатлисем ачасен сывлăхне тĕрĕслерĕç.
Районти тĕп больница врачĕсем арçын ачасемпе хĕр ачасене тĕрлĕ канаш пама та манмарĕç. "Куçа мĕнле упрамалла?", "Пыр шыççине мĕншĕн вăхăтра сиплемелле?", "Гигиена йĕркисене тытса пынин усси пур-и?" тата ытти ыйтусем тавра вăрах пычĕ калаçу. Çак темăсене час-часах хускататпăр-ха.
Тухтăрсем ăнлантарни вырăнлăрах тата витĕмлĕрех те пулчĕ.
Н. ТИНЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)