27 августа 2014 г.
Иртнĕ шăмат кун Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртрĕç. Халь пĕтĕм вăя çĕр улми анине куçарнă. Хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăр" 230 гектар йышăнать. Ăна çуркунне пĕр гектар пуçне 550 килограмм минераллă удобренипе варăнтарса, голланди технологийĕпе усă курса никĕсе хывнă. Çавăн пекех тухăçа ỹстерес тĕллевпе вăрлăха та çĕнетнĕ. Районти "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен тымар çимĕçĕн "рябинушка", Тутар Республикинчен "невский" супер элита сорчĕсене илсе килнĕ. Вĕсемсĕр пуçне "жуковский", "удача", "розаро" сортсене лартнă.
_ Ир пулакан "Жуковский" сорт 15 гектар йышăнатчĕ, унтан 10-шне кăларса сутрăмăр. Вăл пĕр гектартан 180 центнер тухрĕ. Турханти психоневрологи интернатĕнчен, Самарăран, Саратовран пирĕн продукцие килсе илчĕç. Халь техника "невский" сорт уйĕнче ĕçлет. Пушаннă анасем çине _ тен, нумайăшĕ ĕненмеççĕ те пуль _ çумăр пĕр тумлам та ỹкменнине шута илсен, тухăç аван тесе калас килет. Технологине пăхăнни пысăк витĕм кỹрет ĕнтĕ, _ тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ В. Красников. Çĕр улмине ятарлă пĕр комбайн кăна кăларать. Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе çак кунсенчех тата иккĕшне те хире кăларма палăртаççĕ. Сăмах май, "иккĕмĕш çăкăра" пуçтаракан "карапсенчен" пĕрне кăçал кăна туяннă. Çанталăк лайăх тăрсан яваплă тапхăра 3 эрнере вĕçлеме палăртаççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче С. Краснов механизатор тăрăшать. В. Чермасов водитель тымар çимĕçе ЗиЛпа хранилищĕне турттарать.
Хуçалăхра кĕрхисене те акма хатĕр. В. Красников пĕлтернĕ тăрăх, çĕр çинче нỹр çуккипе кăна пĕрчĕллĕ культурăна никĕсе хывма тăхтаса тăнă. Ĕнерхи çумăрсем хыççăн техникăна хире кăлараççех.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)