Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр

20 августа 2014 г.

Çуллахи каникул та вĕçленсе пырать. Часах пĕрремĕш шăнкăрав ачасене йĕс сассипе парта хушшине ларма йыхравлĕ. Сăрласа илемлетнĕ, çуса тасатса тухнă классем ун чухне вĕренекенсен хаваслă куллисемпе тулĕç.

Сăкăтри вăтам шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Пĕрремĕш хута тата спортзала сăрланă. Укçа-тенкĕ тăкакне пĕчĕклетес тĕллевпе урамри тата ытти хăш-пĕр çĕрти электричество лампочкисене энергие перекетлекеннисемпе улăштарнă. Учреждени айккипе профнастилтан карта тытнă. Пĕлỹ çурчĕ çĕнĕ пулнăран пысăк юсав ĕçĕсем тумаллиех çук.

_ Ашшĕ-амăшĕ шкулпа тачă çыхăну тытать. Хăшĕ-пĕри ачисем вĕренсе тухса кайнă пулсан та юсавсем ирттерме май пур таран пулăшаççĕ. Карта тунă чухне пире трактор кирлĕ пулчĕ. В. Глухов техника тупса пачĕ. Çавăн пекех "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕпе те килĕштерсе ĕçлетпĕр, _ тет А. Падусев шкул директорĕ.

Ачасен апатланăвне йỹнетес тĕллевпе шкул пахчипе те туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кăçал çуркунне 400 пуç купăста, хăяр-помидор, сухан акса-лартса хăварнă. Пахча-çимĕçе Л. Тинюкова повар хĕле валли тăварласа хума пуçланă та ĕнтĕ.

Малашне улма-çырла та ỹстерме палăртаççĕ. Кунта сад унччен те пулнă-ха, ăна биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ тата пĕлỹ çурчĕн участокĕн ертỹçи пулнă В. Падусев тăрăшнипе ĕрчетнĕ. Анчах çĕнĕ стадион тăвас тĕллевпе йывăçсене касма тивнĕ. Халĕ вара педагога хисеплесе выпускниксем асăнмалăх пан улми тĕмĕсем лартса хăварнă.

Сăмах май каласан, çак кунсенче районти ятарлă комисси шкулсенче вĕренỹ çулне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесе тухрĕ. Чылайăшĕ паян тесен паян ачасене йышăнма пултарнине палăртрĕ. Çитменлĕхсем пуррисене çывăх кунсенче пĕтерме хушрĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика