02 августа 2014 г.
Хальхи вăхăтра федерацин 136 ФЗ №-лĕ саккунне анлă тишкерес ĕç пырать. ЧР юстици министерстви "Чăваш Республикин "Чăваш республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне халăхпа сỹтсе явнине, çỹлти органсем вĕсен шухăшне итленине питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп.
Муниципалитет район пуçлăхне малашне халăх суйлĕ. Районта вара хальхи пек икĕ хуçа мар, пĕр ертỹçĕ çеç пулмалла, вăл политика, экономика, социаллă тата ытти ыйтусене те татса парĕ. Çакă питĕ тĕрĕс шухăш. Юрать-ха, пирĕн районти ертỹçĕсем ку таранчченех пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса ĕçлесе пыраççĕ. Хăш-пĕр районсенче вара район пуçлăхĕпе администраци ертỹçи пĕр чĕлхе тупса ĕçлейменнисем те пур. Çакă, паллах, халăх пурнăçне лайăхлатас ĕçре чăрмав çеç кỹрет. Район депутачĕсен Пухăвĕн ертỹçи вара депутатсемпе çеç тимлĕ, "халăх тарçисемпе" тĕллевлĕ те конкретлă тăрăшĕ. Вырăнти ял тăрăх пуçлăхне депутатсен хăйсен суйламалла. Ку вара вĕсен хисепне, вăйне çеç ỹстерĕ.
Пĕчĕк ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе пысăклатсан та аван. Çакă укçа-тенкĕне перекетлеме май парĕ.
Тепĕр шухăша та палăртса хăварасшăн. Сăмахăм район центрĕнче уйрăм ял тăрăхĕ пулнă пирки. Ман шутпа, вăл ыйтусене те район администрацийĕн пуçлăхĕ хăех пурнăçласа пымалла. Кунта та пĕр хуçа çеç кирлĕ.
П. НИКИФОРОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)