26 июля 2014 г.
РАЙОН прокурорĕн аслă пулăшуçи В.Путяков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Сăкăтра пурăнакан пĕр çын вăрманта саккунлă мар йĕркепе йывăç каснине тупса палăртнă. Республикăри çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви кăларнă хушăва ним вырăнне те хуман-ши апăрша чăвашĕ?
Çапла вара çак сăтăрçă Шăмăршă лесничиствин 11 кубометр йывăçне ураран ỹкерсе 160 228 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Паллах, пуçтаха куншăн мухтаса кăкăр çине медаль çакса ямĕç. Ăна йывăçа хăй тĕллĕн йăвантарнăшăн РФ УКăн 260 статйин 3 - мĕш пайĕпе икĕ çуллăха условнăй майпа (тĕрмене лартмасăр) айăпланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)