Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртен ĕмĕр пархатарлă

30 января 2013 г.

– Ача чухне эпир час-часах каçхине лашасемпе выртмана çÿреттĕмĕр. Çавăн чухне кăвак хуппи уçăлнине куртăм, вăрăм ĕмĕр ыйтрăм, – тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Сăкăтра пурăнакан Николай Сергеевич Падусев. Турă ун сăмахне илтнĕ курăнать: 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Апла пулин те сăнĕпе çамрăк курăнать – эрех-сăрапа иртĕхмен, пирус мăкăрлантарман, çынна усал сунман. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕн пурнăçне шăнкăрти шыв юххин кĕввипе, шăпчăксен хаваслă юррин сассипе çеç иртнĕ теме çук. Амăшĕн ăшшипе те киленсе ÿсеймен. Çут тĕнче парнелекен хĕрарăм ывăлĕ саккăрта чухнех чирлесе вилет. Улькка йăмăкĕ вара ун чухне виççĕре çеç пулнă. Шăпипе çырлахнă ашшĕ урăх авланас темен. Ачисене вăл Анукпа Тарук йĕкĕреш йăмăкĕсемпе пăхнă. Анчах ăна пепкисене пурнăç çулĕ çине кăларса туйĕсенче пехил пама çырман.

1942 çулта фронтран вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен çыру çитнĕ. Çак çулах каччăна та çар ретне тăма повестка параççĕ.

– Муромра август уйăхĕчченех танксене хирĕç перекен орудипе вĕрентрĕç. Унтан Каспи тинĕсĕпе Махачкалана çити илсе кайрĕç. Сакăр кун çуран утнă хыççăн Ордженикидзе хули çывăхĕнчи Терек ятлă юхан шыв хĕррине вырнаçрăмăр. Пĕр енче эпирччĕ, тепринче – нимĕçсемччĕ. Пире пĕр тупă, икĕ çынна пĕр пăшал панăччĕ. Малтанхи кунах тăшмансен самолечĕ пирĕн пуç çийĕн вĕçсе çаврăнчĕ. Тепĕртакран тата виççĕн харăс килчĕç те бомбăсем тăкма пуçларĕç. Окопсем чавманран ниçта та тарса пытанмалли çук. Кăкăр çÿллĕш ÿснĕ курăк ăшĕнче пуçа çĕклемесĕр выртрăмăр. Çавăн чухнех 3-4-ăн аманчĕç, – аса илет вăрçă çулĕсем пирки Николай Сергеевич.

Тавралăха каç хăйĕн чатăрĕпе карсан тин çĕр-шыв хÿтĕлевçисем лаштах сывласа янă.

– Кун каçа хырăм та выçать, çăвар та типсе кĕлленсе ларать. Пиртен инçех мар арпус акнă хир пуррине пĕлтĕмĕр. Çамрăк чухне шухăлăхĕ те пур çав ĕнтĕ. Эпĕ тата тепĕр 3-4 салтак каçхине çавăнта çитсе килме шухăшларăмăр. Çимĕçсемпе таврăннă чухне йăнăш çулпа кайса чутах тăшмансен аллине çакланаттăмăр, – тет ветеран ăшшăн кулса.

Вăрçă никама та шеллемест, уншăн яшĕ те, ватти те пĕр тан. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Николай Сергеевичăн сулахай алли витĕр бомба ванчăкĕ тухса каять. Шăпăртатса юхакан юна юлташĕсем пулăшнипе бинтпа туртса çыхать те каçченех выртать. Хĕвеле уйăх улăштарсан Вознесенски ялне шуса тухать. Ăна Астраханьти госпитале ăсатаççĕ. Суранланнисем нумайран иккĕмĕш кунхине тин операци тăваççĕ. Малалла сипленме Кавказри пĕр больницăна ăсатаççĕ. Унта вăл виçĕ уйăх ытла выртать. Çакăн хыççăн комисси сывалма тесе килне ярать. Суранĕ лайăх тÿрленменнипе тата алли лайăх хускалманнипе Н. Падусева фронта урăх илмеççĕ, ун вырăнне Кемеровăри шахтăна ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл йывăçсене сыпăласа каснă çĕрте тăрăшать. Тăван тăрăха вăрçă пĕтнĕ çулхине, ноябрь уйăхĕнче таврăнать. Çуралнă кĕтесĕнче ăна мăшăрĕпе Вера хĕрĕ кĕтсе илеççĕ. Николай Сергеевич 1943 çулхи май уйăхĕнче Сăкăт пикипе – Ольга Пантелеймоновна Ксенофонтовапа – мăшăрланнă. Вĕсем тăватă ачана кун çути парнеленĕ, анчах иккĕшĕ çамрăклах вилнĕ.

Çамрăклах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ-рен Н. Падусев яла килсенех тăван колхозра вăй хума тытăнать. Малтанласа хуçалăх лашисене пăхнă, сĕт турттарнă. Кайран тивĕçлĕ канăва кайичченех стройкăра тар тăкнă.

– Турă мана чăнах та вăрăм ĕмĕр парнелерĕ. Хĕн-хурне те, савăнăçне те нумай куртăм. Арăм ир вилчĕ. Иртнĕ кĕркунне аслă хĕре пытартăм. Вăл мана пăхса, тирпейлесе тăратчĕ. Халь йăмăкăн ачи нумай пулăшать. Ялта пурăнакан Надя мăнук кашни кун тенĕ пекех килме тăрăшать. Вăл хăй патне пурăнма та чĕнет, анчах ĕмĕрĕм иртнĕ çуртран ниçта та каяс килмест, – тет ветеран.

Иртен кунсем пархатарлă. Николай Сергеевичăн ырă ячĕ çичĕ сыпăка та çитесси куç кĕрет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика