04 июня 2014 г.
Ачалăх мĕнле иртесси аслисенчен нумай килет. Питре савăнăçлă кулă çиçтĕр тесен кашнийĕн тăрăшмалла. Шăпах çакăн пирки аса илтерет те ĕнтĕ çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчи ачасене хỹтĕлемелли кун.
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадион ачасен хаваслă куллипе тулчĕ. Кунта райадминистрацин вĕрентỹ пайĕ, ачасене хушма пĕлỹ паракан центр тата "А-Зоренька" организаци "Ачасене савăнăç парнеле" ятпа пысăк уяв йĕркеленĕ. Уява вĕрентỹ пайĕн Çамрăксен канашĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи волонтерсем, районти депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕн членĕсем, райадминистраци çумĕнчи Çамрăксен правительстви, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн студентсен канашĕ хутшăннă.
Пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов ачасен кунĕпе саламланă, çитĕнекен ăрăва сывлăхпа çитĕнме тата телей суннă.
"Ачасене савăнăç парнеле" ташă флешмобне хĕвел тумне тăхăннă А. Куртлюков уçнă. Вăл кăтартакан хусканусене пурте тăрăшсах пурнăçланă.
Çамрăк ỹнерçĕсем хушма пĕлỹ паракан центрăн педагогĕ И. Филиппова йĕркеленĕ "Яланах хĕвел пултăр" конкурса хутшăннă. Чи лайăх ỹкерчĕк Патăрьелĕнчи "Юмах" садике çỹрекен Л. Крганован пулнă. Иккĕмĕш вырăна А. Антонова ("Центральный"), виççĕмĕшне А. Сулагаева ("Василек") тухнă.
Спорта юратакансем "Хаваслă стартсем" ăмăртăва тăнă. Пĕринчен тепри матуртарах пулнăран тỹресене çĕнтерỹçĕсене палăртма та çăмăлах пулман. Пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине икĕ команда _ "Центральный" тата "Юмах" ача садне çỹрекенсем _ тăнă. "Василек" тата "Солнышко" учрежденисем те призлă вырăнсене йышăннă.
Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне ытти шкулсенче те анлă паллă тунă.
_ Сăкăтри вăтам шкулта июнĕн 1-мĕшĕнчен сывлăха çирĕплетемелли лагерь ĕçлеме пуçларĕ. Кунта 1 _ 4 класра вĕренекенсем (пурĕ 75-ĕн) çỹреççĕ. Çак кун ачасене хỹтĕлемелли кун пулнă май, çи-тĕнекен ăрăва савăнăçлă уяв туса пама тăрăшрăмăр. Волонтерсем, вожатăйсем клоун тумĕсене тăхăнса кĕçĕн юлташĕсене вăйăсем выляттарчĕç, ăмăртусем ирттерчĕç. Пуканесен театрне çỹрекенсем вара спектакль лартса пачĕç. Ытти чухне те учительсем-воспитательсем вăхăт усăллă ирттĕр, çуллахи каникул чылайлăха асра юлтăр тесе вăй хураççĕ, _ тет лагерь ертỹçи Н. Тинюкова. (Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)