Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вите çĕкленет

21 мая 2014 г.

Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче фермăсене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех тунă. Унтанпа вĕсене темиçе хутчен те тĕплĕн юсанă, çĕнетнĕ. Витесем кивĕ пулсан та вăй хуракансен ĕçне çăмăллатас тесе вăхăтĕнче сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Тислĕке те транспортерпа кăлараççĕ. Анчах паянхи самана пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать. Çакна тĕпе хурса хуçалăх кăçал 200 ĕне вырнаçмалăх хуралтă тума пикенчĕ. Унăн никĕсне ярса тимĕр каркаса вырнаçтарнă, халь строительсем КамАЗсемпе урай пулмалли вырăна тикĕслеме тăм турттараççĕ. Гусеницăллă трактор тỹрех якатса пырать.

_ Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕнче тăвакан витене пĕрремĕш хут Тăвай районĕнчи пĕр хуçалăхра курнăччĕ. Опы-чĕпе усă курса хамăр патăрта та çĕнетес терĕмĕр. Стенасем шăвăçран пулĕç, хушшине вара ăшăткăç хурса хăвараççĕ е çак системăна урăхла сэндвич-панель теççĕ. Хуралтăна хăпартнă çĕрте Шупашкарти "Строитель" фирма ĕçлет. Çĕ-нĕ витере лаборатори, çăвăнса тасалма душ, специалистсен кабинечĕсем пулаççĕ. Август пуçламăшне ĕçе вĕçлеме палăртнă, _ тет Ю. Чернов тĕп зоотехник.

Хуçалăх витене хăй вă-йĕпе тăвать. Çывăх кунсенче вара ĕçе вĕçлеме çăмăллатнă кредит илеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне-выльăх 650 пуç шутланать. Унтан 242-шĕ сăваканни. Ĕнесене кĕтĕве кăларнă, çавна май сăвăм та ỹснĕ. Паяна вăтамран 15-шер килограмм кая мар сĕт антараççĕ. Выльăхсем ирĕкрипе усă курса витесене юсама пикеннĕ. Кунта ятарлă бригада тăрăшать.

Хуçалăхра вăй хуракансем çĕр улми хранилищи те тума пикеннĕ. Ăна кĕрхи ĕçсем пуçланиччен хута ямалла.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика