30 апреля 2014 г.
АКА уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш диктантне çырмалла пулать, тенине район халăхне маларахах систернĕччĕ. Хăйне евĕр уява хапăл тăвакансем, чăвашлăхшăн çунакансем, хыпăнакансем, харăсах алла ручка тытакансем пирĕн районтан 200е яхăн çын пулнă-мĕн. Вăл шутра ытларах _ шкул ачисемпе вĕрентекенсем.
Сăкăтри вăтам шкул вара ку енĕпе пĕлтĕр çеç мар, кăçал та кăтартуллă. 7, 10, 11 класри уйрăм хастарсем чăваш чĕлхипе литература кабинетне пуçтарăнса пурте пĕрле диктант çырма ларнă, вăтăр ĕçе сканер витĕр компьютера кĕртсе тỹрех тĕрĕслекен комиссине ярса панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)