Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суворовец тантăшĕсемпе

26 апреля 2014 г.

Сăкăт шкулĕнчен 5-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăнах П. Абдулкин Екатеринбургри çар училищине кайрĕ. Пĕр партта хушшинче ларакан юлташĕсенчен уйрăлма йывăр пулсан та вăл ашшĕ çулĕпех утас терĕ.

Петя суворовец тумне тăхăнни 5 çул çитрĕ. Вăл халь кĕрнеклĕ те чипер каччă. Яла каникул вăхăтĕнче таврăнсан тỹрех юлташĕсем, вĕрентекенсем патне, пĕлỹ çуртне васкать, пурнăçĕпе интересленет, çар училищин ĕç-хĕлĕпе паллаштарать. Юлташĕсем те пулас офицертан тĕслĕх илеççĕ, ун пек пулма тăрăшаççĕ.

_ Тăван шкула яланах чун туртать. Пĕрле ăс пухнă ачасем пирки те пĕлес килет. Çĕр-шыва юрăхлă çын пулас тесен вĕренỹ патне тимлĕх уйăрмалла. Хамăр тăрăшсан кăна çитĕнỹсем пулаççĕ, _ тет П. Абдулкин.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика