Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака пуçпе мул пулать

19 апреля 2014 г.

"Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕ пĕлтĕр те ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче акана пĕрремĕш тухнăччĕ. Кăçал та Сăкăтсемех пионерсем пулчĕç: акан (апрелĕн) 14-мĕшĕнче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене никĕсе хывма пуçларĕç.

Н. Глухов тытса пыракан Т-150 трактортан кăкарнă 10,8 метр сарлакăш илекен хăватлă культиватор (ăна пĕлтĕр çеç туяннă) тăпрана кăпăк пек çемçетет. Хыççăн утсан пушмак путса пырать. Кăпкалатнă çĕр нумаях пушă выртмасть: сеялка çакнă хурçă "ут" нỹр типсе ĕлкĕриччен урпапа люцерна хутăшне никĕсе хывать.

_ Тĕш-тырă 1000 гектара яхăн йышăнмалла. Пĕрремĕш кунхине кăнтăрлаччен 15 гектар ытларах акрăмăр. Малалла ĕçлеме çумăр çуни чăрмантарчĕ. Апрелĕн 20-мĕшĕ хыççăн çĕр улми лартма пуçăнасшăн. Вăрлăхсене яровизацине кăларнă, _ тет В. Красников тĕп агроном çур аки мĕнле пынипе паллаштарнă май. _ Кĕркунне кĕлетсем тулли пулччăр тесе минераллă удобренисем сапатпăр. Тырра та имçамласах акатпăр. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ турттарса килнĕ. Турри çанталăкне парсан яваплă тапхăра кĕске вăхăтра вĕçлĕпĕр.

Хирĕн тепĕр вĕçне кайса килнĕ хыççăн çул хĕрринче ларакан тиевлĕ автомашина патне трактор çывăхах пычĕ. Грузчиксем пĕр михĕ хыççăн теприне вăр-вар пама пуçларĕç, Ф. Медведев, Н. Нрти, Ф. Скрипкин сеяльщиксем вăрлăха агрегатăн "пичкисене" тултарчĕç. Ятарлă паллă панă хыççăн И. Хромов механизатор хурçă "ута" хускатрĕ. Кĕске вăхăтра пулса иртрĕ çак ĕç. Халь кашни самант хаклă çав! Ахальтен-им ваттисем "Çурхи кун çулталăк тăрантарать", теççĕ.

Кăшт вăхăт иртсенех хирсем сип-симĕс пулĕç. Ешĕл калчасем çил вĕрнĕçем хумханса чĕресене савăнăç парнелĕç. Çумăрĕ çеç вăхăтлă çутăрччĕ ĕнтĕ...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика