16 апреля 2014 г.
ВУНĂ çул каялла Сăкăтри Аслă урамри хастарсем Шапакасси тĕлĕнчи çырма-çатраллă, хыт-хура кашласа ларакан вырăнта парк уçма шутланă. Çак тĕллевпе кунта вĕсем темĕн тĕрлĕ йывăç та лартнă: пилеш, чие, çăка, çирĕк, катăркас... Юнашарах тата тĕрлĕрен çеçкесем. Чăн-чăн дендрари темелле! Çут çанталăк тусĕсем вĕсене мĕн пур кăмăлтанах пăхса ỹстернĕрен çут çанталăкра сайра тĕл пулакан кăвак чăрăшсем те саркалансах пĕлĕтелле кармашнă. Кунта кайăк сассипе киленсе утма та, уçăлса çỹреме те кăмăллă. Анчах та çак кунсенче пĕр сăтăрçă тăватă метр çỹллĕшне çĕкленме пултарнă илемлĕ тĕслĕ пĕр чăрăша шелсĕр касса йăвантарнă! Йĕксĕк чунсăр çынах ĕнтĕ вăл. Парк илемĕшĕн пăшăрханакансем полици усал ĕç тăвакана тупса айăпласса шанаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)