Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçех хĕрỹ вăхăт пуçланать

09 апреля 2014 г.

 Çур аки ыйтăвĕпе çуллен иртекен районти семинар-канашлу лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕринче, Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче, иртрĕ. Кооперативра яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕ: çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ турттарса хунă, тырă, çĕр улми вăрлăхĕ сутлăх та пур. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене минераллă удобренипе акма, "иккĕмĕш çăкăра" чир-чĕртен, колорадо нăрринчен хỹтĕлесе (имçамласа) лартма палăртнă. Сăмах май кунта кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене пĕтĕмпех апатлантарнă. Кăçалхи планпа килĕшỹллĕн 900 гектар тĕш тырă, 230 гектар тымар çимĕç никĕсе хываççĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн те тăрăшаççĕ, çак тĕллевпех 140 гектар куккурус çитĕнтереççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче техника яланах пысăк вырăн йышăнать. Çакна шута илсе хуçалăхра парка çĕнетсех тăраççĕ: кăçал "Беларусь-1221" маркăллă трактор туяннă. Çĕмрĕлнисене те çийĕнчех юсаççĕ. Хуçалăхра хурçă "утсене" тата кăкарса çỹремелли агрегатсене хĕллех хатĕррисен ретне тăратнă. Семинара хутшăнакансем çакна хăйсем курса ĕненчĕç. Çавăн пекех нумай пулмасть илсе килнĕ çĕр улми кăларакан "Колнаг" комбайнпа паллашрĕç. Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ И. Васильев техникăна яваплă тапхăра тухиччен тĕплĕ сиплесси, ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси, ятарлă тумсемпе тивĕçтересси, механизаторсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси пирки сăмах пуçарчĕ.

Канашлăва хутшăнакансем тымар çимĕç хранилищине те çитсе курчĕç. Кунта пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Температура режимне пăхăннăран вăрлăхсем лайăх хĕл каçнă. "Красное знамя" хуçалăха чылай çул ертсе пыракан П. Никифоров кăçал тата тепĕр управ тума пăхнине пĕлтерчĕ. "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов пушаннă складсене дезинфекцилесси, пĕрчĕллĕ культурăсене имçамласа акасси пирки аса илтерчĕ. "Чувашский" агрохими службин агрохимикĕ С. Шалтынов вара кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнин витĕмĕ пирки тухса каларĕ.

Хуçалăхра ỹсен-тăран отраслĕпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх патне те тимлĕх уйăраççĕ. Паяна ĕне-выльăх 600 пуç ытла, унтан сăваканни _ 242. Йыша тата та ỹстересшĕн. Анчах витесем кивĕ. Çавăнпах кăçал 200 ĕне вырнаçмалăх хуралтă тума пикеннĕ: никĕс ярса юпасем тăратнă. Вăл çулла хута каймалла.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Сăкăтри культура çуртĕнче иртрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ял хуçалăхĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене кĕскен аса илтерчĕ, умри задачăсене палăртрĕ: çĕрпе туллин усă курмалла, пахалăхлă вăрлăхсем кăна акмалла, çурхи кун çулталăк тăрантарнине асра тытмалла тата яваплă тапхăра кĕске вăхăтра ирттерсе ямалла. Унăн çумĕ М. Калмыков кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Районта кăçал 45 пин тонна тыр-пул, 115,4 тонна çĕр улми, 19 пин тонна пахча çимĕç, 6,62 тонна аш-какай, 36,6 тонна сĕт туса илмелле. Палăртнине мĕнле пурнăçласси акана епле ирттернинчен нумай килет. Çавна май тăрăшса ĕçлемелле, технологине пăхăнмалла, ĕçлекенсене вĕри апат çитерессине йĕркелемелле.

Семинар-канашлăва банкра вăй хуракансем те хутшăнчĕç. Вĕсем ял хуçалăх предпрятийĕсене паракан кредитсем пирки кĕскен каласа пачĕç.

Мероприяти вĕçленсен ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М. Калмыков районта çур акине хатĕрленесси мĕнлерех пыни пирки тĕплĕнрех каласа пачĕ.

Кăçал çурхи ĕçсене 27250 гектарта ирттермеллле. 15500 гектар _ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 5770 гектар _ çĕр улми, 950 _ пахча çимĕç, 300 _ рапс, 500 _ сахăр кăшманĕ, 175 _ хĕвел çаврăнăш, 3250 _ пĕр çул ỹсекен курăк, 353 гектар куккурус акма планланă. Çавăн пекех кĕрхи культурăсем 4440 гектар, нумай çул ỹсекен курăксем 8000 гектар ытла йышăнаççĕ.

Мĕн акатăн, çав шăтать, теççĕ. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран нумай килнине пурте пĕлеççĕ. Вăрлăх 3953 тонна е кирлинчен 113 процент чухлĕ пур. Унăн 80 проценчĕ кондициллĕ. Ытти таса пулманнипе никĕсе хывма юрăхлă шая çитеймен. Тĕрĕсленисенчен 11 проценчĕ пысăк пахалăхлă, 74-шĕ _ 1-4 репродукциллĕ. Çавăн пекех 8 хуçалăх 236 тонна лайăх вăрлăх туяннă.

Паллах, пăхман çĕр те тупăш памасть. Тăпра пулăхлăхне пуянлатас тесен минераллă удобренисемпе усă курмалла. Хальхи вăхăтра удобрени 1,5 тонна е кирлинчен 50 процент илсе килнĕ.

Çур акинче кашни кун шутлă. Яваплă тапхăра кĕске вăхăтра ирттерес тесен техника та юсавлă тата çунтаралли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ пулмалла. Паяна тракторсен 94 проценчĕ, сеялкăсен _ 96, культиваторсен _ 88, дискаторсен _ 95, çĕр улми лартаканнисен _ 96, автомобильсен 88 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. 510 тонна топливо (85:), 100 тонна бензин ытларах (77:) янтăланă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика